Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫак тӗнчере хӗн-асап питӗ нумай, анчах Турӑ ҫавӑншӑн айӑплӑ-ши?

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Ҫынсем куракан хӗн-асапшӑн Турӑ айӑплӑ-и?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  •  Айӑплӑ.

  •  Айӑплӑ мар.

  •  Пӗлместӗп.

Библи мӗн калать?

«Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук» (Иов 34:10). Турӑ нихӑҫан та усал тумасть тата хӗн-асап ямасть.

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Этемлӗх куракан хӗн-асапшӑн пуринчен ытла Сатана Шуйттан, «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ», айӑплӑ (Иоанн 14:30).

  •  Час-часах ҫынсем хӑйсем тӗрӗс мар йышӑнусем тунине пула хӗн-асап кураҫҫӗ (Иаков 1:14, 15).

Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?

Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫынсем пӗрле вӑй хурсан хӗн-асапа пӗтерӗҫ. Теприсем тӗнчери лару-тӑрӑва тӗпрен улӑштарма май ҫук теҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

Библи мӗн калать?

Турӑ хӗн-асапа пӗтӗмпех пӗтерӗ. Библире каланӑ: «Вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхине 21:3, 4).

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Турӑ Иисус Христос урлӑ Шуйттан кӳрсе тӑнӑ хӗн-асапа пӗтӗмпех пӗтерӗ (1 Иоанн 3:8).

  •  Турра итлекен ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мирлӗ пурӑнӗҫ (Псалом 36:9—11, 29).