Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библире асӑннӑ ят авалхи чӳлмек ҫинче

Библире асӑннӑ ят авалхи чӳлмек ҫинче

Археологсем 2012 ҫулта 3 000 ҫул каялла тӑмран тунӑ чӳлмек катӑкӗсене тупнӑ. Ҫакӑ ученӑйсене интереслентерсе янӑ. Ҫав таранах кирли мӗн пулнӑ-ши унта? Ученӑйсене чӳлмек катӑкӗсем мар, унта мӗн ҫырни интереслентернӗ.

Тупнӑ катӑксенчен чӳлмек пуҫтарсан ученӑйсем ун ҫинче авалхи Ханаан чӗлхипе ҫырса хунӑ ҫак сӑмахсене асӑрханӑ: «Ешбаал Бен Беда [Беда ывӑлӗ]». Ӗлӗк-авал ҫырнӑ сӑмахсем хушшинче археологсем ҫак ята пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.

Ешбаал, е Ешваал, ят Библире тӗл пулать. Саул патшан пӗр ывӑлӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ (1 Ҫулс. 8:33; 9:39). Йосеф Гарфинкель профессор, ҫӗр чавса авалхи япаласене шыранӑ ҫӗрте хутшӑннӑскер, ҫапла ҫырать: «Ҫакна палӑртас килет: Библире тӗл пулакан тата халӗ археологсем тупнӑ чӳлмек ҫинчи Ешбаал ятпа Давид патшара ларнӑ вӑхӑтра ҫеҫ усӑ курнӑ». Ку хутӗнче те археологсем тупнӑ япаласем Библире мӗн ҫырни тӗрӗссине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Библири ытти вырӑнсенче Ешваал ята Иевосфей ятпа улӑштарнӑ. «Ваал» (евр. баал) вырӑнне унта «восфей» (евр. бошет) тесе ҫырнӑ (2 Патш. 2:10). Мӗншӗн? Ученӑйсем ҫапла ӑнлантараҫҫӗ: «Патшасен 2-мӗш кӗнекинче Ешбаал ята ҫырман, мӗншӗн тесен ҫак ят ханаансен ҫумӑр тата ҫил-тӑвӑл туррине, Баал турра, аса илтернӗ. Анчах та Паралипоменон [Ҫулсеренхи] кӗнекере ҫак ят упранса юлнӑ».