Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир ҫынсене камне кура уйӑрмастӑр-и?

Эсир ҫынсене камне кура уйӑрмастӑр-и?

ДОН, Канадӑри Иегова Свидетелӗ, час-часах урамра пурӑнакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрет. Пӗр арҫын ҫинчен вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Килсӗр-ҫуртсӑр пурӑнакансенчен Питер пек таса мар ҫынна эпӗ ку таранччен курман та. Ҫынсем унран йӗрӗнетчӗҫ, тӳрех пӑрӑнса каятчӗҫ. Кирек мӗнле пулӑшас тесен те вӑл килӗшместчӗ». Ҫавна пӑхмасӑрах Дон 14 ҫул хушши тӳсӗмлӗ пулса ҫак ҫынна ырӑ тума тӑрӑшнӑ.

Пӗррехинче Питер Донран ыйтнӑ: «Мӗн аппаланан манпа? Ыттисем пурте манпа урӑх ҫыхланмаҫҫӗ. Ма эс маншӑн пӑшӑрханан?» Вара Дон Питерӑн чӗрине хускатасса шанса ӑна виҫӗ сӑвӑ йӗрки кӑтартнӑ. Малтан вӑл Питертан Туррӑн ячӗ пурри ҫинчен пӗлетӗн-и тесе ыйтнӑ та Псалом 82:19 вулаттарнӑ. Унтан мӗншӗн ӑна пӑрахманнине ӑнлантарас тесе Дон Питера Рим 10:13, 14 вулама ыйтнӑ, унта ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ». Ҫавӑн хыҫҫӑн Дон Матфей 9:36 вуласа панӑ та Питера тепӗр хут ӑна вуласа илме ыйтнӑ. Ҫав сӑвӑ йӗркинче ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ». Питерӑн куҫӗ куҫҫульпе тулнӑ. «Эпӗ ҫав сурӑхсенчен пӗри пулап-и?» — тесе ыйтнӑ вӑл.

Питер улшӑна пуҫланӑ. Вӑл ҫӑвӑннӑ, сухалне касса тикӗслетнӗ тата урӑх тумтирпе, Дон илсе килсе панипе, ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫавӑнтан пуҫласа вӑл вараланчӑк ҫӳреме пӑрахнӑ.

Питер дневник ҫырса пынӑ. Унта маларах мӗн ҫырни питӗ салхуллӑ пулнӑ. Анчах та кайран веҫех улшӑннӑ. Пӗр страницӑра Питер ҫапла ҫырнӑ: «Паян эпӗ Турӑ мӗн ятлине пӗлтӗм. Халӗ эпӗ Иеговӑна кӗлтума пултаратӑп. Унӑн ятне пӗлни мӗн тери лайӑх! Дон мана Иегова санӑн Тусу пулма пултарать тата сана итлеме унӑн яланах вӑхӑт пур тесе калать».

Дневникри юлашки сӑмахсене Питер шӑллӗпе аппӑшӗ валли ҫырса панӑ. Вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ:

«Паян эпӗ хама питӗ япӑх туятӑп. Ҫулӗсем пур — ним те тӑваймӑн. Эпӗ паян вилсессӗн те, хамӑн тусӑма [Дона] райра курасса ҫирӗп шанатӑп. Эсир ҫак сӑмахсене вулатӑр пулсан эпӗ сирӗнтен уйрӑлса кайнӑ вара. Анчах та мана пытарма килнӗ ҫынсем хушшинче эсир палламан ҫынна курсан, унпа пырса калаҫӑр. Сире тата ҫакӑн пирки ыйтатӑп: ҫак пӗчӗк кӑвак кӗнекене вуласа тухсамӑр *. Ҫак кӗнекере пӗррехинче эпӗ райра хамӑн тусӑмпа тӗл пуласси пирки каланӑ. Эпӗ ҫавна пӗтӗм чӗрепе ӗненетӗп. Сире юратакан тӑванӑр, Питер».

Питера пытарнӑ хыҫҫӑн унӑн аппӑшӗ Юмми ҫапла каласа панӑ: «Икӗ ҫул каялла вӑл мана шыраса тупрӗ. Юлашки нумай ҫул хушшинче эпӗ пӗрремӗш хут вӑл телейлине куртӑм. Ун чухне вӑл йӑл кулатчӗ. Юмми Дона каланӑ: «Эпӗ ку кӗнекене вуласа тухатӑп, вӑл шӑллӑмӑн чӗрине пырса тивнӗ пулсан, унта темскер пулмаллах». Ҫавӑн пекех Юмми Свидетельсенчен пӗринпе нумаях пулмасть пичетлесе кӑларнӑ пособипе Библи вӗренме килӗшнӗ.

Эпир те ҫынсене камне кура уйӑрмасӑр пур ҫынпа та тӳсӗмлӗ пулма, вӗсене чӗререн юратнине кӑтартма пултаратпӑр-и? (1 Тим. 2:3, 4.) Ҫапла тусан эпир ырӑ чӗреллӗ ҫынсен кӑмӑлӗсене, вӗсем ҫине пӑхма йӗрӗнмелле пулсан та, чӑнлӑх енне ҫавӑрма пултарӑпӑр. «Чӗре ҫине» пӑхакан Турӑ йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсен чӗрисенче чӑнлӑха тымар яма пулӑшасси пирки эпир иккӗленместпӗр (1 Патш. 16:7; Иоанн 6:44).

^ 7 абз. Кунта Библи вӗренмелли «Истина, ведущая к вечной жизни» ятлӑ пособи ҫинчен сӑмах пырать. (Ӑна Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ пичетлемеҫҫӗ.) Ку кӗнекене Питера нумай ҫул каялла панӑ пулнӑ.