Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пухури тӑвансене мӗнле ӗҫ туса памаллине, кӑмӑлӗсене ҫӗклеме мӗнле пулӑшмаллине е Турӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма мӗнле хавхалантармаллине курма тӑрӑш

Эсир хӑвӑр пухӑва пулӑшма пултаратӑр-и?

Эсир хӑвӑр пухӑва пулӑшма пултаратӑр-и?

ПӖЛӖТЕ ҫӗкленсе кайиччен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир... Ман ҫинчен...ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8). Малтанхи христиансем ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе пурнӑҫлама мӗнле пултарнӑ-ха?

Оксфорд университечӗн профессорӗ Мартин Гудмэн каланӑ тӑрӑх, христиансем хӑйсене яваплӑ ӗҫ шанса панине ӑнланнӑ, ҫакӑнпа вӗсем Рим империйӗнчи ытти тӗнсенчен, ҫав шутрах иудейсенчен те, уйрӑлса тӑнӑ. Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтермешкӗн Иисус пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна нумай ҫӳренӗ. Чӑн христиансем унран тӗслӗх илнӗ. «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле» тени Библири чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене шыраса тупмаллине пӗлтернине вӗсем ӑнланнӑ (Лука 4:43). Акӑ мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗнче апостолсем пулнӑ, сӑмахран сӑмаха куҫарсан ҫак сӑмах «янӑ ҫынсем» тенине пӗлтерет (Марк 3:14, 15). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрент[ӗр]» (Матф. 28:18—20).

Хальхи вӑхӑтра Иисусӑн 12 апостолӗнчен пӗри те ҫук пулсан та, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ ырӑ хыпара миссионерсем пек хастаррӑн сараҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума чӗнсе каланӑ чухне вӗсем: «Кунтах эпӗ, мана яр»,— теҫҫӗ (Ис. 6:8). Хӑшӗ-пӗрисем аякри ҫӗршывсене куҫса кайнӑ, тӗслӗхрен, Галаад шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ пин-пин хыпарҫӑ. Теприсем хӑйсен ҫӗршывӗнчех урӑх ҫӗрте ырӑ хыпар каласа ҫӳреме шут тытнӑ. Нумайӑшӗ урӑх чӗлхепе иртекен пухусемпе е ушкӑнсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳрес тесе ют чӗлхе вӗреннӗ. Ҫавӑн пек улшӑнусем тума хӑш-пӗр чухне тӑвансене ҫӑмӑл пулман. Анчах та вӗсем Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене чун-чӗререн юратнине ӗҫпе кӑтартас тесе хӑйсене те шеллемен. Ҫак тӑвансем ыттисене пулӑшас тесе пур енчен те тӗплӗн шутласа хунӑ (Лука 14:28—30). Вӗсем пӗтӗм вӑя хурсах питӗ кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Анчах та лару-тӑрусем пурин те пӗр мар. Кашни Свидетелех урӑх чӗлхе вӗренме пуҫлама е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма пултараймасть. Апла пулсан, эпир хамӑр пухурах миссионерсем пек пулма пултаратпӑр-и?

ХӐВӐР ПУХУРАХ МИССИОНЕРСЕМ ПЕК ПУЛӐР

Хӑвӑр лару-тӑрура мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр

Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем миссионерсем пек хастаррӑн ӗҫлени куҫкӗретех, анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ ниҫта та куҫса кайман пулас. Апла пулин те, Тимофее каланӑ ҫак сӑмахсем вӗсене те, Туррӑн кашни ӗҫлекенне те пырса тивеҫҫӗ: «Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» (2 Тим. 4:5). Чӑнах та, христиансене пурне те, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме тата вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ. Унтан та ытларах, эпир миссионерсем туса тӑракан ӗҫсене хамӑр пухура тума тӑрӑшатпӑр пулсан нумай усӑ кӳме пултаратпӑр.

Сӑмахран, ют ҫӗршыва куҫса кайнӑ миссионерсене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тивнӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем унччен нихҫан пулман лару-тӑрӑва та лекеҫҫӗ. Пирӗн хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫса кайма май ҫук пулсан вара? Эпир хамӑр пухӑвӑн территорине пӗлсе ҫитрӗмӗр теме пулать-и? Ырӑ хыпар сарма ҫӗнӗ майсем шыратпӑр-и? Сӑмахран, 1940 ҫулта пухури тӑвансене урам тӑрӑх ырӑ хыпар сарма эрнере пӗр кун уйӑрма хавхалантарнӑ. Эсир те ҫав канашпа усӑ курма пултараятӑр-и? Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, сӑмахран, стендпа ырӑ хыпар сарма сирӗн май килет-и? Кӗскен каласан, эсир ырӑ хыпара унччен усӑ курман меслетсемпе сарма шутласа пӑхнӑ-и?

Ыттисене «Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне» тума хавхалантарӑр

Хамӑр территорире ҫынсем чӑнлӑха йышӑнасса тата ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курсан ӑнӑҫу пуласса шанатпӑр пулсан, ҫакӑ пире хастар та савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑсем пулма пулӑшать. Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каякансем е ют чӗлхе вӗренсе ырӑ хыпар саракансем ялан тенӗ пекех ӑста хыпарҫӑсем. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ырӑ хыпар сарма ҫӳрекен тӑвансем вӗсенчен нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Вырӑнти арҫын тӑвансем яваплӑхсене илме тивӗҫлӗ пуличчен пухури ӗҫсене час-часах миссионерсем туса тӑраҫҫӗ. Шыва кӗнӗ арҫын тӑвансем, эсир хӑвӑр пухури тӑвансене пулӑшмашкӑн старейшинӑсем е пулӑшакан ӗҫченсем пулас тесе тӑрӑшатӑр-и? (1 Тим. 3:1.)

ЫТТИСЕНЕ ТӖРЕКЛЕТӖР

Ӗҫпе пулӑшӑр

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑннисӗр пуҫне тата хамӑр ҫине яваплӑхсем илме хатӗр пулнисӗр пуҫне пухӑва пулӑшма пирӗн тата ытти майсем те пур. Эпир пурте — ҫамрӑк-и е ватӑ-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — ыттисемшӗн тӗрек пулма пултаратпӑр (Кол. 4:11).

Пухури тӑвансене пулӑшас тесен пирӗн вӗсене лайӑх пӗлес пулать. Библи пире пуху тӗлпулӑвӗсенче «пӗр-пӗриншӗн тӑрӑш[ма]» хавхалантарать (Евр. 10:24). Ҫак сӑмахсем ыттисен пур ӗҫӗсене те пуҫа чикмеллине пӗлтермест. Пирӗн ыттисене ӑнланма тата вӗсене мӗнле пулӑшу кирлине пӗлме тӑрӑшмалла. Вӗсене, тен, пӗр-пӗр ӗҫ туса памалла, кӑмӑлне ҫӗклемелле е Турӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма хавхалантармалла. Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр лару-тӑрусенче старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем ҫеҫ пулӑшу пама пултараҫҫӗ (Гал. 6:1). Анчах та пухури ватӑ тӑвансене е йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан ҫемьесене пирӗнтен кашни пулӑшма пултарать.

Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пула хуйха ӳкнисене тӗреклентерӗр

Тӗслӗхрен, Сальваторе ятлӑ арҫын тӑванӑн укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк йывӑрлӑхсем пулнӑ. Ҫавна пула унӑн хӑйӗн бизнесне, ҫуртне тата пурлӑхӗн пысӑк пайне сутма тивнӗ. Ҫав йывӑрлӑхсене хӑйӗн ҫемйи мӗнле чӑтса ирттерӗ-ши тесе те вӑл питӗ пӑшӑрханнӑ. Ун чухне пухури пӗр ҫемье вӗсене пулӑшу кирлине асӑрханӑ. Ҫав ҫемье Сальваторене укҫа панӑ тата хӑйне те, арӑмне те ӗҫ тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Сальваторен ҫемйинчисене каҫсерен тимлӗ итленӗ тата хавхалантарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. Ҫак икӗ ҫемье йывӑрлӑхсене пула туслашса кайнӑ пулин те, пӗрле тӳссе ирттернӗ вӑхӑт ҫинчен вӗсем ӑшӑ туйӑмпа аса илеҫҫӗ.

Чӑн христиансем Турра ӗненни пирки ыттисемпе калаҫмалли япала мар тесе шутламаҫҫӗ. Пирӗн те Иисус пекех ыттисене Библири ырӑ хыпара пӗлтерес килет. Урӑх вырӑна куҫса кайма май пур-и е ҫук-и, пирӗнтен кашни хӑйӗн пухӑвӗнчех ырӑ ӗҫсем тума пултарать (Гал. 6:10). Ҫавӑн пек туса эпир хамӑра телейлӗрех тӑватпӑр тата ыттисене «тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе» тӑратпӑр (Кол. 1:10; Ап. ӗҫ. 20:35).