Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пророкла сӑмах тӗп-тӗрӗссине ҫирӗплетсе паракан чӗмсӗр свидетель

Пророкла сӑмах тӗп-тӗрӗссине ҫирӗплетсе паракан чӗмсӗр свидетель

ИТАЛИРИ РИМ ХУЛИ ВАРРИНЧЕ ҪӖНТЕРӲ МУХТАВӖН АРККИ ЛАРАТЬ. ӐНА КУРМА ТУРИСТСЕМ ПУР ҪӖРШЫВРАН ТА КИЛЕҪҪӖ. ҪАВ АРККӐНА РИМ ИМПЕРАТОРНЕ ТИТА ЧЫСЛАСА ТУСА ЛАРТНӐ.

Ҫав арккӑна историри пӗр питӗ пӗлтерӗшлӗ событие ӳкернӗ икӗ барельеф илемлетет. Анчах та Библипе ун хушшинче тачӑ ҫыхӑну пуррине пӗлекенсем сахал. Чӗмсӗррӗн тӑракан Тит аркки Библири пӗр пророкла калани тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланнине ҫирӗплетсе парать.

ПӖТМЕЛЛИ ХУЛА

Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Рим империйӗн ҫӗрӗсем Британинчен тата Галлинчен (халӗ Франци) пуҫласа Египет таранах сарӑлса выртнӑ. Ун чухне пӗтӗм империре унччен пулман мирлӗ те тулӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Анчах та аякра вырнаҫнӑ пӗр провинци Рим пуҫлӑхӗсене пӗрмаях канӑҫ паман. Ку вӑл Иудея пулнӑ.

Авалхи Рим историйӗ ҫинчен калакан пӗр энциклопедире ҫырнӑ: «Рима пӑхӑнакан территорисенчен сахаллӑшӗ кӑна иудейсем пекех римлянсен влаҫне курайман. Унсӑр пуҫне, Рим ҫыннисем хӑйсем те иудейсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ. Еврейсене римлянсем вӗсен йӑли-йӗркине хисепе хуманни тарӑхтарнӑ, римлянсене вара — еврейсем кутӑн пулни, ҫавӑнпа вӗсем Иудея ҫыннисене хӗсӗрленӗ» (Encyclopedia of Ancient Rome). Иудейсенчен нумайӑшӗ Рим пусмӑрлӑхӗнчен ҫӑлма пултаракан ертӳҫӗ килессе тата Израиль унчченхи пекех чаплӑ патшалӑх пулса тӑрасса кӗтнӗ. Анчах та пирӗн эрӑри 33 ҫулта Иисус Христос Иерусалима хӑрушла асап кӗтет тесе пророкла каланӑ.

Иисус каланӑ: «Акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ» (курсивӗ пирӗн.— Ред.) (Лука 19:43, 44).

Иисус каланӑ сӑмахсем унӑн вӗренекенӗсене тӗлӗнтернӗ пулӗ. Икӗ кунран вӗсенчен пӗри Иерусалим храмӗ ҫине пӑхса савӑнӑҫлӑн каланӑ: «Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех!» Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, чӑнах та, храмӑн хӑш-пӗр чулӗсен тӑршшӗ 11 метртан, сарлакӑшӗ 5 метртан, ҫӳллӗшӗ вара 3 метртан та ытларах пулнӑ! Ҫав-ҫавах Иисус каланӑ: «Ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ» (курсивӗ пирӗн.— Ред.) (Марк 13:1; Лука 21:6).

Кайран Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара: Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр» (курсивӗ пирӗн.— Ред.) (Лука 21:20, 21). Иисусӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ-ши?

ХУЛАНА АРКАТНИ

Вӑтӑр виҫӗ ҫул иртнӗ. Иудея халӗ те Рима пӑхӑнса тӑнӑ. Пирӗн эрӑри 66 ҫулта Иудея провинцийӗн пуҫлӑхӗ Гессий Флор храмри сӑваплӑ мул управӑшӗнчен укҫа илнӗ. Ҫакӑ вара иудейсемшӗн юлашки тумлам пулнӑ. Кӗҫех пӑлхавҫӑ иудейсен салтакӗсем Иерусалима кӗрсе Рим ҫарӗн ҫыннисене тискеррӗн вӗлернӗ те Рима урӑх пӑхӑнса тӑмӑпӑр тенӗ.

Виҫӗ уйӑх та иртмен, пӑлхава пусарас тесе Иерусалим патне 30 пин салтакран тӑракан Рим ҫарӗ пынӑ. Ҫав ҫар ертӳҫи Цестий Галл пулнӑ. Рим салтакӗсем хӑвӑртах хулана кӗрсе кайса храм стени айӗн чавма пуҫланӑ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен римлянсем хуларан тухса кайнӑ. Пӑлхавҫӑ иудейсем савӑннипе тӑшмансене хӑвалама вирхӗннӗ. Пӗр-пӗринпе хирӗҫекен ҫарсем хуларан кайсан христиансем Иисус хушнӑ пек Иерусалимран Иордан тепӗр енчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑна кайнӑ (Матфей 24:15, 16).

Пӗр ҫул иртсен Рим ҫарӗ каллех Иудейӑна тапӑнса кӗнӗ. Ун чухне вара ҫара Веспасиан тата унӑн ывӑлӗ Тит ертсе пынӑ. Анчах та пирӗн эрӑри 68 ҫулта Нерон император вилсен Веспасианӑн император пулса тӑрас тесе Рима таврӑнма тивнӗ. Иудейӑна пӑхӑнтарма вӑл хӑйӗн ывӑлне Тита хушнӑ. Ҫапла Тит 60 000 салтакран тӑракан ҫарӑн ертӳҫи пулса тӑнӑ.

Пирӗн эрӑри 70 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Тит Иерусалим ҫывӑхӗнчи пӗтӗм йывӑҫа кастарнӑ та пӗренесене шӗвӗртсе ҫӑтӑ ҫапса тухса хула тавра 7 ҫухрӑм тӑршшӗ карта тутарнӑ. Сентябрь уйӑхӗ тӗлне римлянсем Иерусалимпа унти чаплӑ храма ҫаратса ҫунтарса янӑ. Иисус пророкла каланӑ пек, вӗсем хула вырӑнӗнче чул ҫинче чул та хӑварман (Лука 19:43, 44). Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ун чухне Иерусалимпа ун таврашӗнче сахалтан та 250 пинрен пуҫласа 500 пин таран ҫын вилнӗ.

ҪӖНТЕРӲҪӖСЕНЕ ЧЫСЛАСА КӖТСЕ ИЛНИ

Пирӗн эрӑри 71 ҫулта Тит Италие таврӑнсан, Рим хули ҫыннисем ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа кӗтсе илнӗ. Питӗ чаплӑ парада курас тесе пурте урама тухнӑ.

Рим урамӗсем тӑрӑх ҫаратса илсе килнӗ чаплӑ мула кӑтартса ҫӳренӗ, халӑх ҫав мул ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑнӑ. Ҫӗнсе илнӗ карапсене тата Иерусалим храмӗнчи нихҫан курман япаласене курсан ҫынсен куҫ-пуҫӗ чарӑлса кайнӑ. Ҫавӑн пекех урамсем тӑрӑх пысӑк платформӑсем ҫӳретнӗ, вӗсем ҫинче ҫапӑҫури сценӑсене туса кӑтартнӑ.

Пирӗн эрӑри 79 ҫулта Тит хӑйӗн ашшӗ Веспасиан вырӑнне император пулса тӑнӑ. Анчах та икӗ ҫултан Тит сасартӑк вилнӗ, вара унӑн шӑллӗ Домициан император пулса тӑнӑ. Иудейсене ҫӗнтернӗ Тита чысласа Домициан мухтав арккине туса лартнӑ.

АРКА ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА

Тит аркки хальхи вӑхӑтра (Рим)

Хальхи вӑхӑтра Тит арккине курмашкӑн Рима пин-пин турист килет. Хӑш-пӗрисемшӗн ҫав арка — авалхи чаплӑ ӳнер ӗҫӗ, теприсемшӗн вӑл — Рим империйӗн хӑватлӑхӗн символӗ, тата теприсемшӗн — Иерусалимпа унӑн храмӗ пӗтни ҫинчен аса илтерекен палӑк.

Анчах та Библие тимлӗ вулакан ҫынсемшӗн Тит аркки тата пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ. Вӗсемшӗн вӑл — Библири пророкла сӑмахсем тӗп-тӗрӗс те шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине тата вӗсем Турӑран пулнине ҫирӗплетсе паракан чӗмсӗр свидетель (2 Петр 1:19—21).