Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иегова хӑйне итлекенсене пиллет

Иегова хӑйне итлекенсене пиллет

«Эпир хатӗр!» Ятарлӑ кампани пуласси ҫинчен пӗлсен эпир, упӑшкапа иксӗмӗр тата ман пиччепе арӑмӗ, ҫапла каларӑмӑр. Мӗншӗн эпир ҫав кампание хутшӑнма шут тытрӑмӑр тата Иегова пире мӗнле пиллерӗ? Хам ҫинчен сире кӑштах каласа парасшӑн.

ЭПӖ 1923 ҫулта Хемсуэрт хулинче (Йоркшир графстви, Англи) ҫуралнӑ. Эпир ҫемьре иккӗнччӗ — эпӗ тата ман пичче Боб. Эпӗ тӑхӑр ҫулта чухне атте ҫынсене суя тӗн мӗнле улталани пирки ҫырнӑ кӗнекесене тупса килчӗ. Унта мӗн калани ун ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене икӗпитлӗн тытнине чӑтма пултараймастчӗ. Темиҫе ҫултан пирӗн пата киле Боб Аткинсон ятлӑ арҫын тӑван килчӗ. Вӑл пире патефонпа Рутерфорд тӑванӑн докладне итлеттерчӗ. Эпир доклада тӑваканӗ ҫав кӗнекесене пичетлесе кӑларнӑ организацире тӑнине ӑнлантӑмӑр. Аттепе анне Аткинсон тӑвана хамӑр пата кашни кун каҫхи апата килме тата Библипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирӗн питӗ нумай пулнӑран вӗсем ҫине хуравлама ыйтрӗҫ. Ҫав тӑван пире тӗлпулусене ҫӳреме сӗнчӗ, вӗсем пирӗн патран темиҫе ҫухрӑмра пурӑнакан тӑван патӗнче иртетчӗҫ. Эпир тӳрех килӗшрӗмӗр, вара Хемсуэртра тӳрех пысӑках мар пуху йӗркеленсе кайрӗ. Вӑхӑт иртсен пирӗн патра зональнӑй надзирательсем (ун чухне район надзирателӗсене ҫапла чӗнетчӗҫ) чарӑнса тӑма пуҫларӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпир ҫывӑхра пурӑнакан пионерсене кӑнтӑрлахи апата чӗнеттӗмӗр. Вӗсемпе хутшӑнни ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ.

Эпир тин ҫеҫ бизнес уҫнӑччӗ, анчах та атте пиччене ҫапла каларӗ: «Пионер пулса ӗҫлес тетӗн пулсан, пирӗн ку ӗҫе пӑрахас пулать». Боб аттепе килӗшрӗ. 21 ҫула ҫитсен вӑл уйрӑм пурӑнма тата пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. Икӗ ҫултан эпӗ те, 16 ҫулхискер, пионер пулса тӑтӑм. Ытларах чухне эпӗ пӗччен ырӑ хыпар сараттӑм, карточкӑсемпе тата патефонпа усӑ кураттӑм. Канмалли кунсенче ҫеҫ тӑвансемпе пӗрле ҫӳреттӗм. Иегова мана пиллерӗ: эпӗ пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренме пуҫларӑм, каярахпа вӑл шыва кӗчӗ. Вӑхӑт иртсен унӑн хурӑнташӗсем те нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ. Тепӗр ҫулхине мана ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме ыйтрӗҫ. Эпир ырӑ хыпара Мэри Хеншалл тӑванпа пӗрле Чешир графствинче нимле пухӑва та уйӑрса паман территорире пӗлтерсе ҫӳрерӗмӗр.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӗрарӑмсем ҫине те фронт валли ӗҫлеме явап хучӗҫ. Туррӑн ӗҫне туса тӑракансене ҫав ӗҫрен хӑтаратчӗҫ, ҫавӑнпа та ятарлӑ пионерсем пулнӑ май эпир те пире ҫав яваплӑхран хӑтарасса шантӑмӑр. Анчах та суд урӑхла йышӑну турӗ, вара мана 31 кунлӑха тӗрмене хупрӗҫ. Тепӗр ҫулхине, 19 тултарсан, эпӗ влаҫсене мана совесть вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ нимле ӗҫе те тума ирӗк памасть тесе пӗлтертӗм. Манӑн икӗ хутчен Суд умне тӑма тиврӗ, анчах иккӗшӗнче те мана тӳрре кӑларчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Иегова мана святой сывлӑш парса тӗреклетрӗ, вӑл мана алран тытса тӑнӑ пекех туяттӑм (Ис. 41:10, 13).

ПУЛАС УПӐШКАНА ТӖЛ ПУЛАТӐП

1946 ҫулта эпӗ Артур Маттьюзпа паллашрӑм. Ун чухне вӑл тин ҫеҫ тӗрмерен тухнӑччӗ. Вӑрҫа кайма килӗшменшӗн ӑна виҫӗ уйӑхлӑха тӗрмене лартнӑ пулнӑ. Хемсуэрта вӑл хӑйӗн ятарлӑ пионер пулса ӗҫленӗ пиччӗшӗ патне килнӗ пулнӑ. Вӗсем чӑнлӑха пӗчӗклех хӑйсен ашшӗнчен пӗлнӗ, яш ачасем чухне шыва кӗнӗ. Кӗҫех Денниса Ирландие ячӗҫ, ҫавӑнпа та Артур пӗчченех тӑрса юлчӗ. Ҫак ҫамрӑк та хастар пионер хӑйне мӗнле тытни аттепе аннене питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче пурӑнма сӗннӗ. Эпӗ атте-анне патне килсен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн эпир унпа пӗрле чашӑк-тирӗк ҫӑваттӑмӑр. Кайран вара эпир пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырма пуҫларӑмӑр. 1948 ҫулта Артура каллех виҫӗ уйӑхлӑха тӗрмене хупрӗҫ. 1949 ҫулхи январь уйӑхӗнче эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Вара мӗн чухлӗ май килет, ҫавӑн чухлӗ пионер пулса ӗҫлеме шут тытрӑмӑр. Эпир укҫа-тенкӗне перекетлӗ тыткалама тӑрӑшаттӑмӑр тата отпуск вӑхӑтӗнче кӑштах ӗҫлесе илес тесе улма-ҫырла пуҫтарма ҫӳреттӗмӗр. Иегова пире пиллесех тӑчӗ, ҫавӑнпа та пирӗн малалла та пионер пулса ӗҫлеме май килчӗ.

Хемсуэртра туй хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен. 1949 ҫул

Ҫулталӑк ытларах иртсен пире Ҫурҫӗр Ирландие куҫса кайма ыйтрӗҫ, малтан Арма хулине, кайран Ньюрие. Унта пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ католиксемччӗ. Вӗсем урӑх тӗнсене хирӗҫ тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпар каланӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмаллаччӗ. Тӗлпулусене пирӗнтен 16 ҫухрӑмра пурӑнакан ҫемье патӗнче ирттеретчӗҫ. Унта пӗр сакӑр ҫын килетчӗ. Хӑш чухне эпир ҫывӑрмаллах юлаттӑмӑр, вара унта урайӗнче ҫывӑраттӑмӑрччӗ. Ирхине пире мӗн тӑраничченех апат ҫитеретчӗҫ. Ҫав вырӑнсенче халӗ Свидетельсем нумай, ҫавӑншӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп!

«ЭПИР ХАТӖР!»

Ман пиччепе унӑн Лотти арӑмӗ Ҫурҫӗр Ирландире ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлетчӗҫ. 1952 ҫулта эпир тӑватсӑмӑр Белфаст хулине область конгресне кайрӑмӑр. Пӗр арҫын тӑван пире Великобританири филиалта ӗҫленӗ Прайс Хьюз тӑванпа пӗрле хӑй патӗнче чарӑнса тӑма сӗнчӗ. Пӗр каҫхине эпир «Турӑ ҫулӗ — юрату» ятлӑ ҫӗнӗ брошюра пирки калаҫрӑмӑр, ӑна ятарласа Ирланди валли пичетлесе кӑларнӑ пулнӑ. Хьюз тӑван Ирланди Республикинчи католиксене ырӑ хыпар пӗлтерме мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен каласа пачӗ. Свидетельсене хӑйсене пурӑнма тара илнӗ ҫурчӗсенчен кӑларса яратчӗҫ тата тӗн пуҫлӑхӗсем хӗтӗртнипе вӗсем ҫине урса кайнӑ халӑх тапӑнатчӗ. Прайс тӑван: «Ҫак брошюрӑсене пӗтӗм ҫӗршывӗпе салатма пире мӑшӑрланнӑ тӑвансем, машинлисем, кирлӗ»,— терӗ *. Шӑп ҫавӑн чухне эпир ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каларӑмӑр: «Эпир хатӗр!»

Дублина ҫитсен эпир пӗр хӗрарӑм тӑван патӗнче чарӑнтӑмӑр, ӑна пурте «Ратленд анне» тетчӗҫ. Вӑл Иеговӑшӑн нумай ҫул ӗҫленӗ тата хӑй патӗнче пионерсене йышӑнма ялан хавас пулнӑ. Хӑш-пӗр япаласене сутсан эпир тӑватсӑмӑр Бобӑн коляскӑллӑ мотоциклӗ ҫине лартӑмӑр та машин шырама кайрӑмӑр. Эпир хамӑра юрӑхлӑ ҫӗнех мар машин шыраса тупрӑмӑр, анчах та пирӗнтен нихӑшӗ те машинпа ҫӳреме пӗлменрен сутакан ӑна пирӗн кил умне пырса лартса пачӗ. Ҫав каҫ Артур кровать ҫинче машин передачисене улӑштарнӑ пек туса ларчӗ. Ирхине машинӑна гаражран илсе тухма аппаланнӑ чухне пирӗн пата Милдред Уиллетт (каярахпа Джон Барр тӑвана качча тухнӑ миссионерка) килчӗ. Вӑл машинпа ҫӳреме пӗлнӗ иккен! Артура та вӗрентрӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир ҫула тухма хатӗр!

Пирӗн пурӑнмалли вырӑн тупмаллаччӗ. Эпир ҫурт шырама пуҫларӑмӑр, мӗншӗн тесен пире усал ҫынсем фургона чӗртсе ҫунтарса яма пултараҫҫӗ тесе асӑрхаттарчӗҫ. Анчах та ҫав кун ӑнӑҫу пулмарӗ — пире тӑватсӑмӑра та машинра ҫывӑрма тиврӗ. Тепӗр кунне эпир килте тунӑ пысӑках мар фургон ҫеҫ тупрӑмӑр, унта икӗ хутлӑ кровать ларатчӗ. Вӑл пирӗн кил пулса тӑчӗ. Тӗлӗнмелле те, ырӑ фермерсем пире хамӑр фургона хӑйсем патӗнче хӑварма ирӗк паратчӗҫ. Эпир ырӑ хыпара хамӑр фургона хӑварнӑ вырӑнтан 15—25 ҫухрӑм аякра сараттӑмӑр. Кайран, урӑх ҫӗре куҫса кайсан, унччен фургона лартса хӑварнӑ вырӑнта ырӑ хыпар пӗлтереттӗмӗр.

Ытти пионерсемпе коляскӑллӑ мотоцикл ҫинче

Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ Ирландире эпир пӗр чӑрмавсӑр тенӗ пекех кашни киле ҫитсе 20 000 ытла брошюра салатрӑмӑр. Эпир чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсен ячӗсене Великобританири филиала ҫырса ятӑмӑр. Халӗ унта ҫӗршер Свидетель пурӑнни мана питӗ савӑнтарать!

Пирӗн машинпа фургон

КАЯЛЛА АНГЛИЕ, КАЙРАН ШОТЛАНДИЕ КАЯТПӐР

Вӑхӑт иртсен пире Лондонӑн кӑнтӑр пайне ячӗҫ. Темиҫе эрнерен Артура Великобританири филиалтан арҫын тӑван шӑнкӑравларӗ. Вӑл ӑна тепӗр куннех район надзирателӗн ӗҫне тума пуҫлама ыйтрӗ! Пӗр эрне вӗреннӗ хыҫҫӑн эпир Шотландие кайрӑмӑр. Докладсене хатӗрлеме Артурӑн вӑхӑт сахалччӗ, анчах та вӑл Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май темле йывӑр ӗҫе те тума хатӗр пулни мана питӗ хавхалантаратчӗ. Пире район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма питӗ килӗшетчӗ. Унччен эпир темиҫе ҫул хушши нимӗнле пухӑва та уйӑрса паман территорире ырӑ хыпар сараттӑмӑрччӗ, халӗ вара пирӗн тавра ҫав тери нумай тӑван пулни пирӗншӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулчӗ!

1962 ҫулта Артура вунӑ уйӑхлӑха Галаад шкулне чӗнчӗҫ. Вара пирӗн ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла пулчӗ. Пӗр-пӗрне курмасӑр нумай вӑхӑт хушши пурӑнмалла пуласса эпир ӑнланнӑ, ҫав-ҫавах Артурӑн вӗренме каймалла тесе шутларӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ питӗ пысӑк чыс вӗт. Пӗччен тӑрса юлнӑран мана хамӑн тӑван хулана, Хемсуэрта, ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Ҫулталӑк иртсен Артур каялла таврӑнсан ӑна область надзирателӗн ӗҫне тума ыйтрӗҫ. Ҫак ӗҫе эпир Шотландире, Англин ҫурҫӗр пайӗнче тата Ҫурҫӗр Ирландире туса тӑтӑмӑр.

ИРЛАНДИРИ ҪӖНӖ ТИВӖҪЛӖХ

1964 ҫулта Артура Ирландири филиала ӗҫлеме чӗнсе илчӗҫ. Пире ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне туса тӑма питӗ килӗшетчӗ, ҫавӑнпа эпӗ малтанлӑха питӗ пӑшӑрханаттӑм. Халӗ вара эпӗ Вефильте ӗҫлеме тӳр килнишӗн питӗ савӑнатӑп! Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Иегова хушнӑ ҫӗнӗ ӗҫ сана кӑмӑла каймасан та ӑна тума килӗшетӗн пулсан, Вӑл сана пиллетех. Эпӗ офисра тата литературӑна упаковкӑланӑ ҫӗрте ӗҫлеттӗм, апат пӗҫереттӗм, тасалӑхшӑн тӑрӑшаттӑм. Вӑхӑтран вӑхӑта эпир область надзирателӗн ӗҫне тӑваттӑмӑрччӗ, ҫӗршыври пур тӑвансене хавхалантараттӑмӑрччӗ. Унсӑр пуҫне, хамӑрпа Библи вӗренекенсем ҫитӗнӳсем тунине курса нумай савӑнӑҫ илеттӗмӗр. Ҫакӑ пурте Ирландири тӑвансемпе пӗр ҫемьери пекех ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пулӑшрӗ. Ку чӑнах та Иеговӑран пысӑк парне пулчӗ!

ИРЛАНДИРИ ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕН ИСТОРИЙӖНЧИ ПЫСӐК СОБЫТИ

1965 ҫулта Дублинра Ирландире пӗрремӗш хут пӗтӗм тӗнчери конгресс пулчӗ *. Питӗ вӑйлӑ хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах конгресс лайӑх иртрӗ. Унта 3 948 ҫын килнӗччӗ, вӗсенчен 65-шӗ шыва кӗчӗҫ. Урӑх ҫӗршывсенчен килнӗ 3 500 тӑвана хӑйсем патӗнче йышӑннӑшӑн тав туса филиалтан пурин патне те ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав тараватлӑ христиансем вара хӑйсем патӗнче пурӑннӑ тӑвансем пирки ырласа каланӑ. Ку конгресс Ирландири Иегова Свидетелӗсен историйӗнче пысӑк событи пулнӑ.

Артур конгреса килекен Нейтан Норр тӑвана кӗтсе илет. 1965 ҫул

Артур ирланд чӗлхипе ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен пӗлтерет. 1983 ҫул

1966 ҫулта Ирланди утравӗ ҫинчи ҫурҫӗр тата кӑнтӑр пайӗсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе Дублинри филиал йӗркелесе тӑма пуҫлать тесе йышӑну тунӑ. Ҫав утрав ҫинчи ҫынсем политикӑпа тӗн пирки пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ. Ҫакӑнпа танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем пӗрлӗхпе палӑрса тӑнӑ. Католиксем нумайӑшӗ Свидетельсем пулса тӑрсан унччен протестантсем пулнӑ тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарни чӗрене савӑнтаратчӗ..

КАЛЛЕХ УЛШӐНУСЕМ

2011 ҫулта пирӗн пурнӑҫ тӗппипех улшӑнчӗ. Великобританири тата Ирландири филиалсене пӗрлештерсен пире Лондонри филиала яма йышӑнчӗҫ. Пире ҫакӑн пирки пӗлтернӗ чухне мана Артур сывлӑхӗ питӗ пӑшӑрхантаратчӗ. Вӑл Паркинсон чирӗпе чирленине пӗлтӗмӗр. 2015 ҫулхи майӑн 20-мӗшӗнче ман шанчӑклӑ тус Артур вилсе кайрӗ, эпир унпа 66 ҫул пӗрле пурӑнтӑмӑр.

Манӑн чун-чӗре халӗ те хӗссе ыратать тата час-часах мана салху пусать. Унччен Артур яланах манпа юнашарччӗ. Эпӗ унсӑр ҫав тери тунсӑхлатӑп! Анчах та ҫакнашкал йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне Иегова тата ҫывӑхрах пулса тӑрать. Артура ытти тӑвансем хытӑ юратни мана ҫав тери савӑнтарать. Эпӗ Ирландири, Великобританири тата Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӑвансенчен те питӗ нумай ҫыру илетӗп. Вӗсене вулани тата Артурӑн пиччӗшӗ Денниспа унӑн арӑмӗ Мейвис, унсӑр пуҫне, вӗсен Рут тата Джуди хӗрӗсем мана мӗн тери хытӑ хавхалантарса тӑни пирки каласа пама сӑмах та ҫитереес ҫук.

Мана Исаия 30:18-мӗшӗнчи (ҪТ) сӑмахсем вӑй парса тӑраҫҫӗ: «Ҫавӑнпа та Иегова сире кӑмӑлланине кӑтартмашкӑн кӗтсе тӑрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн ҫӗкленӗ. Мӗншӗн тесен Иегова — тӗрӗс суд тӑвакан Турӑ. Ӑна кӗтекенсем пурте телейлӗ». Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене татса пама тата ҫӗнӗ тӗнчере пире интереслӗ ӗҫсем пама вӑхӑт ҫитессе кӗтсе тӑрать, ҫакӑ мана питӗ йӑпатать.

Хамӑн пурнӑҫ ҫине ҫаврӑнса пӑхсан, Ирландире ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова ертсе пынине тата пиллесе тӑнине эпӗ уҫҫӑн куратӑп! Манӑн ҫав ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма май килнӗшӗн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп. Иегова хӑйне итлесе пурӑнакансене пиллесе тӑнине эпӗ хам ҫинче туйса куртӑм.

^ 12 абз. 1988 ҫулхи «Иегова Свидетелӗсен ежегодникне» пӑхӑр, 101—102 страницӑсем (акӑлч.).

^ 22 абз. 1988 ҫулхи «Иегова Свидетелӗсен ежегодникне» пӑхӑр, 109—112 страницӑсем (акӑлч.).