Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Юман айлӑмӗ

Давид Голиафа хирӗҫ тухни. Ҫакӑ чӑнах та пулнӑ-и?

Давид Голиафа хирӗҫ тухни. Ҫакӑ чӑнах та пулнӑ-и?

Хӑш-пӗр ҫынсем Давидпа Голиаф ҫинчен каласа панине юмах тесе шутлаҫҫӗ. Унчченхи статьяна вуланӑ май сирӗн те ҫавӑн пек шухӑш ҫуралчӗ пулсан, аяларах илсе панӑ виҫӗ ыйту ҫине мӗнле хуравланине пӑхса тухӑр.

1 | Ҫын ҫӳллӗшӗ 2,9 метра ҫитме пултарать-и?

Библире Голиаф «ултӑ чике те пӗр шит ҫӳллӗш» пулнӑ тенӗ (1 Патшасен 17:4). Чике тӑршшӗ 44,5 сантиметр пулнӑ, шит тӑршшӗ — 22,2 сантиметр. Апла пулсан, унӑн ҫӳллӗшӗ 2,9 метра яхӑн пулнӑ. Голиаф ҫавӑн пек ҫӳллӗ пулма пултарайман теҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: официаллӑ документсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пурӑннӑ чи ҫӳллӗ ҫыннӑн ҫӳллӗшӗ 2,7 метр ытла пулнӑ. Нивушлӗ Голиаф унран пӗр 15 сантиметр ҫӳллӗрех пулма пултарайман? Вӑл рефаимсен ӑрӑвӗнчен пулнӑ, рефаимсем вара хӑйсен ҫӳллӗшӗпе паллӑ пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи XIII ӗмӗрти Египет докуменчӗсенче Ханаанра пурӑннӑ хӑш-пӗр хӑрушӑ ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӗсен ҫӳллӗшӗ 2,4 метр ытла пулнӑ тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та Голиаф ахаль ҫынсенчен чылай ҫӳллӗрех пулнӑ пулин те, ҫын ҫавӑн пек ҫӳллӗ пулма пултарать теме пулать.

2 | Давид чӑнах та пурӑннӑ-и?

Унччен ученӑйсем Давид пирки юмахри сӑнар тесе шутланӑ, анчах та халӗ ҫавӑн пек калама йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать. Нумаях пулмасть археологсем авалхи чул юпа тупнӑ, ун ҫине вара «Давид килӗ» тесе ҫырса хунӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне Давид пирки Иисус Христос чӑнах та пурӑннӑ ҫын тесе каланӑ (Матфей 12:3; 22:43—45). Иисус Мессия пулнине палӑртас тесе вӑл камран-камран ҫуралнине тӗплӗн кӑтартса паракан икӗ йӑх тымарӗ Иисус Давид патша ӑрӑвӗнчен тухнине уҫса парать (Матфей 1:6—16; Лука 3:23—31). Апла пулсан, Давид шутласа кӑларнӑ ҫын мар.

3 | Калавра каласа панӑ вырӑн чӑнах та пулнӑ-и?

Библире каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫу Юман айлӑмӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑн пекех унта тепӗр уйрӑмлӑх ҫинчен те асӑннӑ: филистимсем хӑйсен лагерьне Сокхофпа Азек хулисем хушшинчи сӑрт ҫине лартнӑ. Израильтянсем айлӑмӑн тепӗр енчи сӑрчӗ ҫинче тӑнӑ. Ҫавӑн пек вырӑнсем чӑнах та пулнӑ-и?

Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пулнӑ ҫыннӑн сӑмахӗсене тимлӗр-ха. Вӑл калать: «Пирӗн гид, Турра ӗненменскер, пире Юман айлӑмне илсе килчӗ. Эпир сӑрт тӑрринелле илсе каякан сукмак тӑрӑх улӑхрӑмӑр. Эпир айлӑм ҫине пӑхса тӑнӑ чухне вӑл пире 1 Патшасен 17:1—3 вуласа пама ыйтрӗ. Унтан вӑл айлӑмӑн тепӗр енне аллипе тӗллесе кӑтартрӗ те каларӗ: „Ав унта, сулахай енче, Сокхоф ишӗлчӗкӗсем, сылтӑм енче вара Азек ишӗлчӗкӗсем. Филистимсем хӑйсен лагерьне ҫак икӗ хула хушшинчи эсир пӑхса тӑракан сӑртсем ҫине лартнӑ. Ҫавӑнпа та эпир израильтянсем хӑйсен лагерьне лартнӑ вырӑнта тӑратпӑр пулмалла“. Эпӗ тахҫан ҫакӑнта тӑнӑ Саулпа Давид ҫинчен шухӑшларӑм. Унтан эпир айлӑма антӑмӑр та чылай ҫӗрте типсе ларнӑ юханшыв урлӑ каҫрӑмӑр. Унта вара чулсем шӑкӑрин выртатчӗҫ. Давид кукленсе пилӗк яка чул мӗнле илнине эпӗ тӳрех хамӑн куҫ умне кӑларса тӑратрӑм, вӗсенчен пӗринпе вӑл Голиафа вӗлернӗ». Ыттисене те, ҫак туриста та Библире каланӑ хыпар тӗп-тӗрӗс пулни питӗ тӗлӗнтерчӗ.

Библире каласа панӑ ҫав событи чӑннипех пулни пирки иккӗленме пирӗн пӗр витӗмлӗ сӑлтав та ҫук. Ҫав событи пулса иртнӗ вырӑнсем те, унта хутшӑннӑ ҫынсем те чӑнах та пулнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара ҫав событи вӑл — Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Сӑмахӑн пайӗ. Апла пулсан, ҫакӑ вӑл — чӑнлӑх Турри, «суйма пултарайман» Турӑ, каланӑ хыпар (Тит 1:2, ҪТ; 2 Тимофей 3:16).