Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ТУРӐ ПАНӐ ЧИ ПЫСӐК ПАРНЕНЕ ЭСИР ЙЫШӐНӐР-ШИ?

Ытти парнесенчен уйрӑлса тӑракан парне

Ытти парнесенчен уйрӑлса тӑракан парне

ДЖОРДАН аллинче карап евӗрлӗ тунӑ кӑранташ шӗвӗртмелли хатӗр тетте пек ҫеҫ курӑнать. Анчах уншӑн вӑл питӗ хаклӑ. Вӑл каласа парать: «Мана ӑна Рассел, пирӗн ҫемьен тахҫанхи тусӗ, парнеленӗ, эпӗ ун чухне пӗчӗккӗ пулнӑ». Джордан Рассел вилнӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл хӑйӗн аслашшӗпе ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен тата йывӑр вӑхӑтра вӑл вӗсене мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен пӗлнӗ. «Халӗ вара, Рассел пирӗн ҫемьешӗн мӗн тунине пӗлнӗ хыҫҫӑн,— калать Джордан,— ҫак пӗчӗк парне маншӑн тата хаклӑрах».

Джордан тӗслӗхне илсен, ахаль япаласемех хӑш-пӗр ҫынсемшӗн питӗ хаклӑ пулса тӑма пултараҫҫӗ. Турӑ та ҫынсене парне панӑ, ҫак парнен хакӗ вара питӗ пысӑк. Библире ун пирки акӑ мӗн ҫырнӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16).

Ҫак парнене пула ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пулать! Унтан та пысӑкрах парне пулма пултарать-и вара? Хӑш-пӗрисем ҫак парне мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, чӑн христиансемшӗн ҫав парнен хакӗ «питех те пысӑк» (Псалом 48:9, 10; 1 Петр 1:18, 19). Анчах мӗншӗн Турӑ этемлӗхшӗн хӑйӗн Ывӑлне панӑ? Мӗншӗн ҫакӑн пек парне памалла пулнӑ?

Павел апостол ӑнлантарса парать: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Пӗрремӗш ҫын, Адам, Турра хирӗҫ кайса ҫылӑха кӗнӗ, ҫавна пула вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Адам урлӑ вилӗм унӑн йӑхӗ ҫине — пур этем ҫине те — куҫнӑ.

Рим 6:23-мӗшӗнче (ҪХ) каланӑ: «Ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара — Турӑ парни». Ҫынсене вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарас тесе Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, вӑл хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне этемлӗхшӗн патӑр тесе ҫӗр ҫине янӑ. Ҫак парнене тӳлесе илме панӑ парне пек пӗлеҫҫӗ. Ӑна пула Иисуса ӗненекенсем пурте ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (Рим 3:24).

Турӑ панӑ тӳлесе илмелли парнешӗн пархатарлӑ пулнипе Павел апостол ҫапла каланӑ: «Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!» (2 Коринф 9:15.) Чӑнах та, ҫак парне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, ӑна нимле сӑмахпа та сӑнласа параяс ҫук. Анчах мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне питӗ чаплӑ? Вӑл Турӑ панӑ ытти парнесенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? * Ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Ҫак ыйтусем ҫине Библи мӗнле хуравланине тепӗр икӗ статьяран пӗлме пултаратӑр.

^ 8 абз. Иисус хатӗр пулсах пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (1 Иоанн 3:16). Анчах ҫак парне Туррӑн ирӗкӗ шутне кӗнӗрен ҫак статьясенче ӑна Турӑ панӑ тенӗ.