Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Турӑ ӑҫта пулнӑ?»

«Турӑ ӑҫта пулнӑ?»

«„ТУРӐ ӐҪТА ПУЛНӐ?“ ТЕКЕН ЫЙТУ МАНА КАНӐҪ ПАМАСТЬ». Рим папи XVI Бенедикт Освенцимри (Польша) концлагере курма кайсан каланӑ сӑмахсем

МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН ИНКЕК СИКСЕ ТУХСАН, ТЕН, ЭСИР ТЕ ХӐВӐРА «ТУРӐ ӐҪТА ПУЛНӐ?» ТЕКЕН ЫЙТӐВА ПАНӐ, Е ХУЙХӐ ТӲСНИНЕ ПУЛА ЭСИР ЭПӖ ТУРРА ПАЧАХ КИРЛӖ МАР ТЕСЕ ШУХӐШЛАМА ПУҪЛАНӐ.

Тен, эсир хӑвӑра Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Шейла пекех туятӑр. Турра ӗненекен ҫемьере ҫитӗннӗ пулсан та вӑл калать: «Мӗн ачаранах эпӗ Турра ӗненнӗ, вӗт вӑл пире пурнӑҫ панӑ. Анчах эпӗ ӑна юратнӑ теме пултараймастӑп. Вӑл мана сӑнаса тӑнине эпӗ пӗлнӗ, анчах вӑл маншӑн питӗ аякра пулнӑ. Ҫук, Турӑ мана кураймасть тесе шутламан эпӗ, анчах хама юратнине те туйса тӑман». Мӗншӗн Шейлӑн ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ? Вӑл ӑнлантарса парать: «Пирӗн ҫемьере инкек хыҫҫӑн инкек пулса пычӗ. Турӑ вара пире пачах пулӑшман пек туйӑнатчӗ».

Шейла пекех эсир те, тен, Пурне те Тума Пултаракан Турра ӗненетӗр, анчах вӑл сире юратнине туймастӑр. Тӳрӗ ҫыннӑн Иовӑн та — вӑл Пултаракан хӑватлӑ тата ӑслӑ пулнине ӗненнӗ пулсан та — ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ (Иов 2:3; 9:4, ҪТ). Иов пурнӑҫӗнче инкек хыҫҫӑн инкек пулса иртме пуҫласан, вӑл шанчӑка ҫухатса Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн Хӑвӑн сӑнна манран пытаратӑн, мӗншӗн мана Хӑвӑн тӑшману вырӑнне хуратӑн?» (Иов 13:24.)

Библире мӗн каланӑ? Инкексем сиксе тухнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и? Турӑ пӗтӗм этемлӗхе тата кашни ҫынна уйрӑммӑн юратнине мӗн те пулин ҫирӗплетсе парать-и? Турӑ пире хаклать-и? Ӑнланать-и тата хӗрхенет-и вӑл пире? Йывӑрлӑхсенче вӑл пире пулӑшать-и?

Ытти статьясенче Турӑ пултарнӑ япаласем вӑл пире юратнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухӑпӑр (Рим 1:20). Ҫавӑн пекех эпир Турӑ ҫынсене юратни ҫинчен Библире мӗн каланине те курӑпӑр. Мӗн чухлӗ ытларах эсир Турӑ ҫинчен пӗлсе пыратӑр — вӑл пултарнӑ япаласене пӑхса тухатӑр тата унӑн Сӑмахне тӗпчетӗр — ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшнине ӑнланатӑр (1 Петр 5:7).