Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Библире тупа тӑвасси пирки мӗн каланӑ?

Тупа туни вӑл — «пӗр-пӗр ӗҫе тума сӑмах пани. Тупа тунӑ чухне час-часах Турра асӑнаҫҫӗ». Сӑмахпа каласа та, хут ҫине ҫырса хурса та тупа тума пулать.

Иисус ҫапла каланӑ: «Пачах та тупа ан ту... Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл» (Матф. 5:33—37). Ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем тупа тума юрамасть тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс-и? Паллах, Иисус, Моисей законӗ тӑрӑх, израильтянсен хӑш-пӗр чухне тупа тумалла пулнине тата Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем тупа туса каланине пӗлнӗ (Пулт. 14:22, 23; Тух. 22:10, 11). Унсӑр пуҫне, вӑл Иегова хӑй те тупа тунине пӗлнӗ (Евр. 6:13—17). Эппин, Иисус тупа тума юрамасть тесе каласшӑн пулман. Вӑл кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех тупа тӑвассинчен асӑрхаттарнӑ пулас. Эпир сӑмах патӑмӑр пулсан ӑна тытмаллах. Иегова пирӗнтен ҫапла тӑвасса кӗтет.

Сире тупа тума ыйтрӗҫ пулсан мӗн тумалла? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: эсир хӑвӑр панӑ сӑмаха тытаятӑр-и? Иккӗленетӗр пулсан, тупа ан тӑвӑр. Библире: «Сӑмах парса ӑна пурӑнӑҫламаннинчен — сӑмах паманни лайӑхрах»,— тенӗ (Еккл. 5:4). Унсӑр пуҫне, тупа тӑвассипе ҫыхӑннӑ Библири принципсене пӑхса тухӑр. Кайран вара Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑвӑрӑн совесть каланӑ пек тӑвӑр. Мӗнле принципсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать?

Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тупа туни. Тӗслӗхрен, пӗрлешнӗ чухне Иегова Свидетелӗсем тупа тӑваҫҫӗ. Вӗсем Турӑпа ҫынсем умӗнче «мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне яланах» пӗр-пӗрне юратма, хисеплеме тата пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшма сӑмах параҫҫӗ. (Хӑш-пӗр мӑшӑрсем шӑп ҫак сӑмахсене каламаҫҫӗ пулсан та, ҫав-ҫавах вӗсем Турӑ умӗнче тупа тӑваҫҫӗ.) Унтан вӗсене халӗ эсир упӑшкапа арӑм пулса тӑтӑр тесе калаҫҫӗ. Турӑ шутласа хунипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ ӗмӗрлӗхех пулмалла (Пулт. 2:24; 1 Кор. 7:39). Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне тупа туни Турӑ ирӗкӗпе килӗшсе тӑрать.

Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе тупа туни. Христианина алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыва хӳтӗлетӗп тесе е Турӑран тунатӑп тесе тупа тума ыйтма пултараҫҫӗ. Паллах, чӑн христианин ҫакна тумӗ, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн заповечӗсене пӑсасшӑн мар. Унсӑр пуҫне, христиансем «тӗнченӗн мар», ҫавӑнпа та вӗсем ҫак тӗнчери хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ (Иоанн 15:19; Ис. 2:4; Иак. 1:27).

Хӑш-пӗр чухне тупа тунипе туманни харпӑр хӑй совеҫӗнчен килет. Тупа тӑвас умӗн Иисусӑн ҫӑк сӑмахӗсем ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла: «Кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр» (Лука 20:25).

Калӑпӑр, христианин паспорт е гражданлӑх илме заявлени парать те, хӑйӗн присяга памаллине пӗлет. Унти сӑмахсем Туррӑн законне хирӗҫлеҫҫӗ пулсан, христианин Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑйӗн совеҫне итлесе присяга памӗ. Хӑш-пӗр чухне вара влаҫсем христианина присягӑри сӑмахсене хӑйӗн совеҫӗпе килӗшӳллӗн улӑштарма ирӗк параҫҫӗ.

Рим 13:1-мӗшӗнче: «Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр»,— тесе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та христианин присягӑри сӑмахсене улӑштарса тупа тунинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлама пултарать. Вӑл хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтнине тума сӑмах парать ҫеҫ вӗт.

Тупа тунӑ чухне пӗр-пӗр япалапа усӑ курма е алла ятарлӑ майпа вылятма ыйтсан та христианинӑн хӑйӗн совеҫне шута илмелле. Ӗлӗк-авал Рим ҫыннисем тата скифсем хӗҫсемпе усӑ курса хӑйсен вӑрҫӑ турри умӗнче тупа тунӑ. Ҫапла вара хӑйсем мӗн калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Грексем вара алла ҫӳле ҫӗклесе тупа тунӑ. Ҫапла вӗсем пӗлӗтре пурне те пӑхса-сӑнаса тӑраканни тата пур ҫынна та явап тыттараканни пуррине ӗненнине кӑтартнӑ.

Паллах ӗнтӗ, Туррӑн ӗҫлекенӗ тупа тунӑ чухне патшалӑх символӗсемпе те, суя тӗнпе ҫыхӑннӑ япаласемпе те усӑ курмӗ. Енчен те сире судра Библи ҫине ал хурса «тӗрӗссине ҫеҫ калатӑп» тесе тупа тума ыйтрӗҫ пулсан мӗн тумалла? Тен, эсир ҫакна тума килӗшетӗр, мӗншӗн тесен Библире асӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те тупа тунӑ чухне алла ятарлӑ майпа хускатнӑ (Пулт. 24:2, 3, 9; 47:29—31). Тупа тунӑ чухне ҫакна асра тытӑр: тӗрӗссине калама эсир Турӑ умӗнче сӑмах паратӑр. Апла пулсан, пур ыйту ҫине те ним пытармасӑр хуравламалла.

Эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене питӗ хаклатпӑр. Ҫавӑнпа та тупа тӑвас умӗн пирӗн кӗлтумалла тата ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: тупа туса эпӗ Библири принципсене пӑсмастӑп-и тата совесть мана ҫавӑншӑн айӑпламӗ-и? Тупа туса сӑмах парсан вара ӑна тытмаллах (1 Петр 2:12).