Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине Библие кам пайласа тухнӑ?

Сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине Библие кам пайласа тухнӑ?

КАЛӐПӐР, эсир пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнакан христианин. Сирӗн пуху тин кӑна Павел апостолӑн ҫырӑвне илнӗ. Ҫак ҫырӑва вуланине итленӗ чухне эсир Павел «сӑваплӑ ҫырусенчи», урӑхла каласан, Еврей Ҫырӑвӗсенчи цитатӑсене час-часах илсе панине асӑрхатӑр (2 Тимофей 3:15, ҪТ). «Вӑл илсе панӑ текста хамӑн вуласа пӑхасчӗ»,— тесе шутлатӑр эсир. Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн?

СЫПӐКСЕМ ТЕ, СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ ТЕ ҪУК

«Сӑваплӑ ҫырусен» ал ҫырӑвӗсем мӗнлерех пулнине пӑхса тухар. Вӗсенчен пӗрне ҫак страницӑра кӑтартнӑ. Ку вӑл Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ Исаия кӗнекин пайӗ. Мӗн куратпӑр эпир кунта? Текст кӑна. Унта пӗр чарӑну палли те лартман. Ҫавӑн пекех унта хальхи пек сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухни те ҫук.

Библи ҫыракансем хӑйсем мӗн ҫырнине сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайламан. Вӗсем Турӑ панӑ пӗтӗм хыпара ҫырса пынӑ. Кайран ҫынсем ҫав хыпарӑн пайӗсене мар, ӑна пӗтӗмпех вулама пултарнӑ. Юратнӑ ҫынран ҫыру илсен эпир ҫавӑн пек тӑвасшӑн мар-и? Эпир ҫав ҫырӑвӑн пайӗсене мар, ӑна пӗтӗмпех вулатпӑр.

Анчах та сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫукки йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Павел хӑй усӑ курнӑ цитатӑсене ҫакӑн пек сӑмахсемпе кӑна палӑртма пултарнӑ: сӑмахран, вӑл «Ҫырура та каланӑ» е «Исаия малтанах каласа хунӑ» тенӗ (Рим 3:10; 9:29). Ҫав цитатӑсене тупма ҫӑмӑлах пулман, мӗншӗн тесен ҫавна тумашкӑн «сӑваплӑ ҫырусене» пурне те питӗ лайӑх пӗлмелле пулнӑ.

Унсӑр пуҫне «сӑваплӑ ҫырусем» Турӑ панӑ пӗр ахаль хыпар ҫеҫ пулман. Пирӗн эрӑри I ӗмӗр вӗҫнелле ҫав ҫырусем 66 кӗнекерен тӑракан библиотека пулса тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн Библие хальхи вӑхӑтра вулакансем ӑна сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, вӗт ҫакӑ вӗсене кирлӗ информацие тупма, сӑмахран, Павелӑн ҫырӑвӗсенче тӗл пулакан цитатӑсене ӑҫтан илнине курма пулӑшать.

Апла пулсан, Библие сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине кам пайласа тухнӑ?

КАМ ӐНА СЫПӐКСЕМ ҪИНЕ ПАЙЛАСА ТУХНӐ?

Библие сыпӑксем ҫине акӑлчан священникӗ, каярахпа Кентербер архиепископӗ пулса тӑнӑ Стефан Ленгтон пайласа тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна вӑл XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Францири Париж университетӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ чухне тунӑ.

Ленгтончченех богословсем Библие пысӑках мар пайсем ҫине пайласа тухма хӑтланса пӑхнӑ. Ҫавна вӗсем цитатӑсене илсе пама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тунӑ пулас. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: кирлӗ вырӑна пӗтӗм кӗнекере, сӑмахран, 66 сыпӑкран тӑракан Исаия кӗнекинче, шыраса тупиччен, пӗр сыпӑкра шыраса тупма чылай ҫӑмӑлрах вӗт.

Анчах та Библие сыпӑксем ҫине пайласа тухма ҫӑмӑлах пулман. Богословсем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман тӗрлӗ меслетсем шутласа кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри Марк ҫырнӑ Евангелине хальхи пек 16 сыпӑк ҫине мар, 50-а яхӑн сыпӑк ҫине пайласа тухнӑ. Ленгтон вӑхӑтӗнче Парижа студентсем тӗрлӗ вырӑнтан килнӗ, вӗсем вара хӑйсемпе пӗрле хӑйсен Библийӗсене илсе килнӗ. Анчах та преподавательсемпе студентсем цитатӑсене Ҫырури хӑш вырӑнтан илнине пӗр-пӗрне ӑнлантарса пама пултарайман. Мӗншӗн? Вӗсен Библийӗсене сыпӑксем ҫине пӗр пек пайласа тухман пулнӑ.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Ленгтон сыпӑксем ҫине пайламалли ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ. Унӑн меслечӗ «вулакансемпе ҫыруҫӑсен кӑмӑлне кайнӑ та пӗтӗм Европипе хӑвӑрт сарӑлнӑ» тесе каланӑ пӗр кӗнекере (The Book—A History of the Bible). Хальхи нумай Библие сыпӑксем ҫине ҫавӑн пек пайласа тухнӑ.

СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ ҪИНЕ КАМ ПАЙЛАСА ТУХНӐ?

Ҫавӑн хыҫҫӑн 300 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, XVI ӗмӗр варринче, Робер Этьенн, французсен паллӑ кӗнеке пичетлекенӗ тата филологӗ, ҫакна тата ытларах ҫӑмӑллатнӑ. Унӑн ҫынсене Библие вӗренме пулӑшас тӗллев пулнӑ. Ҫавна тумашкӑн сыпӑксене те, сӑвӑ йӗркисене те номерлесе тухмалли пӗр меслет пулмалла тесе шутланӑ Этьенн.

Анчах та Библие сӑвӑ йӗркисем ҫине пайлассине Этьенн пӗрремӗш шутласа кӑларман. Сӑмахран, ҫавӑнччен темиҫе ӗмӗр маларах иудейсен ҫыруҫисем Кивӗ Халал теекен Еврей Ҫырӑвӗсене сыпӑксем ҫине мар, сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ пулнӑ. Сыпӑксем ҫине пайласа тухас енчен пӗр меслет пулман пекех, сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухас енчен те ҫавнашкалах пулнӑ.

Этьенн Христианла Грек Ҫырӑвӗсене (Ҫӗнӗ Халала) ҫӗнӗ майпа номерленӗ сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ та вӗсене унчченех сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ Еврей Ҫырӑвӗсемпе пӗрлештернӗ. 1553 ҫулта вӑл сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ пӗрремӗш тулли Библие француз чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хальхи Библисенче нумайӑшӗнче, тӗпрен илсен, ҫавнашкал меслетпех усӑ курнӑ. Библие ҫавӑн пек пайласа тухни хӑш-пӗрисене килӗшмен. Вӗсем ҫав сӑвӑ йӗркисем Библи текстне тӗрлӗ шухӑшсем ҫине вакласа пӗтереҫҫӗ тесе шутланӑ. Ҫакна пӑхмасӑрах Этьенн меслетне кӗнеке пичетлекенсем хӑвӑртах йышӑннӑ.

БИБЛИ ТӖПЧЕКЕНСЕМШӖН ЧӐН-ЧӐН ПАРНЕ

Сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисене номерлесе тухасси — калама ҫук ансат шухӑш! Ҫакӑ, почта индексӗ пекех, Библири кашни сӑвӑ йӗркин «адресне» кӑтартса парать. Паллах ӗнтӗ, Библие сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайлама Турӑ хавхалантарман, ҫавӑн пекех ҫакӑ хӑш-пӗр чухне текста кирлех мар вырӑнта пайласа ярать. Анчах та ҫавӑн пек пайласа тухнине пула цитатӑсене шыраса тупма тата пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ сӑвӑ йӗркисене палӑртма е ыттисене кӑтартма ҫӑмӑлрах. Ҫакӑ вӑл астуса юлас текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене кӗнекере е документра палӑртнипе пӗрех.

Библие сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухни меллӗ пулин те, пуринчен малтан Турӑ панӑ пӗтӗм хыпара ӑнланни питӗ кирлӗ пулнине яланах асра тытар. Библири сӑвӑ йӗркисене кашнине уйрӑммӑн мар, контекста шута илсе вулас йӑла пултӑр сирӗн. Ҫакӑ сире «ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлантарса ҫитерме пултаракан сӑваплӑ ҫырусене» лайӑхрах пӗлсе ҫитме пулӑшӗ (2 Тимофей 3:15, ҪТ).