Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Лефевр д’Этапль. Унӑн ахаль ҫынсене Турӑ Сӑмахне пӗлтерес килнӗ

Лефевр д’Этапль. Унӑн ахаль ҫынсене Турӑ Сӑмахне пӗлтерес килнӗ

ВЫРСАРНИКУН ирхине Париж ҫумӗнче вырнаҫнӑ Мо ятлӑ пӗчӗк хула ҫыннисем чиркӗве пухӑнсан, унта мӗн илтнине вӗсен ӗненес килмен. Вӗсем Евангелине латинла мар, хӑйсен тӑван чӗлхипе, французла, вуланине илтнӗ! Ҫакӑ 1520 ҫулсем пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ.

Кама пула ҫакӑн пекки пулса тухнӑ? Ку вӑл Библи куҫаракан Жак Лефевр д’Этапль (Фабер Стапуленсис) пулнӑ. Каярахпа вӑл хӑйӗн тусӗ патне ҫырнӑ: «Турӑ хӑш-пӗр вырӑнти ахаль [ҫынсен] ӑс-тӑнне хӑйӗн Сӑмахне йышӑнма мӗнле хастарлӑхпа хавхалантарнине сана, тен, ӗненме те йывӑр».

Ҫав вӑхӑтра католиксен чиркӗвӗ тата Парижри богословсем Библие ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхе ҫине куҫарма парас мар тесе хирӗҫ тӑнӑ. Апла пулсан, Лефевра Библие француз чӗлхи ҫине куҫарма мӗн хавхалантарнӑ? Вӑл ахаль ҫынсене Турӑ Сӑмахне ӑнланма мӗнле майпа пулӑшнӑ?

СӐВАПЛӐ ҪЫРӐВА ТӖРӖС ӐНЛАНМА ТӐРӐШНИ

Библи куҫаракан пулса тӑриччен Лефевр философи тата теологи енӗпе ҫырнӑ ӗҫсен пӗлтерӗшӗ чи малтан ҫырнӑ чухнехи пекех пултӑр тесе вӑй хунӑ. Вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн авалхи текстсене йӑнӑшсем кӗрсе пынине, ҫавна пула вӗсен шухӑшӗ улшӑннине асӑрханӑ. Ҫав авалхи ӗҫсен чӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесе вӑл католиксен чиркӗвӗ усӑ куракан тӗп Библие — латинла Вульгатӑна — тӗплӗн тӗпчеме пуҫланӑ.

Сӑваплӑ Ҫырӑва чуна парса тӗпченӗ май вӑл «Туррӑн чӑнлӑхне тӗпчени кӑна... чӑн-чӑн телей парать» тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫавӑнпа Лефевр философие вӗренме пӑрахнӑ та пӗтӗм вӑйӗпе вӑхӑтне Библи куҫарас ӗҫе панӑ.

1509 ҫулта Лефевр пилӗк пайлӑ Псалтирь — латинла куҫарнӑ Псаломсен * танлаштару меслечӗпе ҫырнӑ пилӗк версине — кӑларнӑ, вӗсен шутӗнче вӑл хӑй тӳрлетнӗ Вульгата та пулнӑ. Ҫав вӑхӑтри теологсемпе танлаштарсан, вӑл Библири сӑвӑ йӗркисен чӑн пӗлтерӗшне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Вӑл Ҫырӑва мӗнле меслетпе усӑ курса ӑнлантарса пани ытти богословсемпе реформаторсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. («Лефевр Мартин Лютер ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

Пилӗк пайлӑ Псалтирӗн 1513 ҫулхи кӑларӑмӗнчи Туррӑн титулӗсене кӑтартса паракан таблица

Католик пулнӑ май Лефевр ахаль халӑха Библие тӗрӗс вӗрентсен кӑна Чиркӳ лайӑхланса пыма пултарать тесе шутланӑ. Анчах та сӑваплӑ текстсенчен нумайӑшне латинла ҫырнӑ пулсан, ахаль ҫынсем Библие мӗнле ӑнланнӑ пулӗччӗҫ?

ХАЛӐХ ХУШШИНЧЕ САРӐЛНӐ БИБЛИ КУҪАРӐВӖ

Евангелири умсӑмахра Лефевр пур ҫын валли Библие тӑван чӗлхепе илме май туса парас кӑмӑл пур тесе палӑртнӑ

Турӑ Сӑмахне питӗ хытӑ юратнӑран Лефевр Сӑваплӑ Ҫырӑва халӑх хушшинче анлӑ сарма шутласа хунӑ. Ҫав тӗллевпе вӑл 1523 ҫулхи июньте французла куҫарнӑ икӗ томлӑ тата кӗсьене кӗрекен калӑпӑшлӑ Евангели кӑларнӑ. Ҫак пӗчӗк калӑпӑшлӑ кӗнеке ахаль Библирен икӗ хут йӳнӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та пуянах мар ҫынсем те ӑна туянма пултарнӑ.

Ахаль ҫынсем ҫакна тӳрех тата хавхаланса йышӑннӑ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те Иисусӑн сӑмахӗсене тӑван чӗлхепе питӗ вуласшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та малтанхи 1 200 экземпляра темиҫе уйӑх хушшинче сутса янӑ пулнӑ.

ХИРӖҪ ТӐНИНЕ ПӐХМАСӐРАХ

Евангелири умсӑмахра Лефевр чиркӗве ҫӳрекен «ахаль ҫынсем... Евангелири чӑнлӑха латинла вулакансем пекех лайӑх пӗлме» пултарччӑр тесе вӗсене французла куҫартӑм тесе ӑнлантарнӑ. Анчах та мӗншӗн Лефевр Библи вӗрентӗвӗсене ахаль халӑха питӗ ӑнлантарса парасшӑн пулнӑ?

Лефевр этем вӗрентӗвӗсемпе философийӗ католиксен чиркӗвӗ ҫине япӑх витӗм кӳрсе тӑнине питӗ лайӑх пӗлнӗ (Марк 7:7; Колоссӑ 2:8). Вӑл «ҫынсенчен никам та этем доктринисемпе урӑх ан улталанччӑр тесе таса Евангелине пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерме» вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутланӑ.

Унсӑр пуҫне Библие французла куҫарма чаракансен тӗрӗс мар шухӑшӗсене Лефевр тӑрӑ шыв ҫине кӑларасшӑн пулнӑ. Вӗсен икӗпитлӗхне питлесе вӑл каланӑ: «Вӗсем ахаль халӑх Туррӑн Евангелине тӑван чӗлхепе ан куртӑр тата ан вулатӑр теҫҫӗ пулсан, вӗсем [ҫынсене] Иисус Христос мӗн хушнине пурне те тытса тӑма мӗнле вӗрентме шутлаҫҫӗ?» (Рим 10:14.)

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Париж университетӗнчи (Сорбоннӑри) теологсем Лефевра шӑплантарма хӑтланнӑ. 1523 ҫулхи августра вӗсем тӑван чӗлхе ҫине куҫарнӑ Библие тата унти комментарисене ырламаннине кӑтартнӑ тата вӗсем «Чиркӳшӗн сиенлӗ» тенӗ. Франци королӗ I Франциска хута кӗмен пулсан, Лефевра еретик тесе айӑпланӑ пулӗччӗҫ.

«САС ПАМАН» КУҪАРУҪӐ ХӐЙӖН ӖҪНЕ ВӖҪЛЕТ

Лефевр ӗҫӗсем пирки питӗ тавлашнӑ пулин те, ҫав ученӑй Библи куҫарма чарӑнман. 1524 ҫулта вӑл Грек Ҫырӑвӗсене (Ҫӗнӗ Халала) куҫарса пӗтернӗ, ӗненекенсем «чунтан парӑнса тата тарӑн туйӑмпа» кӗлтума пултарччӑр тесе вӑл французла куҫарнӑ Псаломсен кӗнекине кӑларнӑ.

Анчах Сорбоннӑри теологсем вӑхӑта сая яман. Вӗсем Лефевр ӗҫӗсене тӗплӗн тӗпчесе пӑхма шутланӑ. Кӗҫех вӗсем вӑл куҫарнӑ Грек Ҫырӑвӗсене халӑх умӗнче ҫунтарса яма хушнӑ тата унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсем пирки «Лютерӑн суя вӗрентӗсене сарма пулӑшаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ. Теологсем Лефевра хӑй мӗн шутланине, мӗне ӗненнине хӳтӗлеме чӗнсен, вӑл хирӗҫ нимӗн те калас мар тенӗ, ҫавӑнпа Страсбурга куҫса кайнӑ. Унта вӑл лӑпкӑ вырӑнта малалла Библи куҫарнӑ. Хӑш-пӗрисем Лефевра хӑюлӑх ҫитсех каймасть тесе шутланӑ, анчах Лефевр шучӗпе ҫакӑн пек туни Библи чӑнлӑхӗн ӗнчине хакламан ҫынсене панӑ тивӗҫлӗ хурав пулнӑ (Матфей 7:6).

Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, I Франциск король Лефевра хӑйӗн Карл ятлӑ тӑватӑ ҫулхи ывӑлӗн учителӗ туса хунӑ. Ҫакна пула Лефеврӑн Библие куҫарса пӗтерме вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ. Вӑл куҫарнӑ тулли Библие Франци тулашӗнче, Антверпенра, V Карл император пулӑшнипе 1530 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ *.

ШАНЧӐК ТАТА ӖМӖТ ТАТӐЛНИ

Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Лефевр чиркӳ ҫынсен йӑли-йӗркине тытса тӑма пӑрахса Сӑваплӑ Ҫырури таса пӗлӳ патне таврӑнасса шанса тӑнӑ. Вӑл «Библие вуласси тата тӗпчесси — кашни христианинӑн ирӗкӗпе тивӗҫӗ» тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл Библи халӑх хушшинче анлӑ сарӑлтӑр тесе нумай вӑй хунӑ. Унӑн чиркӳ пирки пулнӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫланман пулин те, вӑл хӑварнӑ еткерлӗх ахаль ҫынсене Турӑ Сӑмахӗпе паллашма пулӑшнӑ.

^ 8 абз. Псаломӑн латинла пилӗк версинче кашни версийӗ пӗр колонкӑра вырнаҫнӑ, унта Туррӑн титулӗсен таблици те пулнӑ. Таблицӑра тетраграмматон — Турӑ ятне пӗлтерекен тӑватӑ еврей саспалли — тӗл пулать.

^ 21 абз. Пилӗк ҫул иртсен, 1535 ҫулта, француз куҫаруҫи Оливетан хӑй тунӑ Библи куҫарӑвне, оригинал чӗлхине тӗпе хурса куҫарнӑ Библи, кӑларнӑ. Грек Ҫырӑвӗсене куҫарнӑ чухне вӑл Лефевр ӗҫӗсем ҫине час-часах пӑхнӑ.