Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУРАЛ БАШНИ 2017, 3№ | Тӑватӑ юланутҫӑ. Вӗсем сирӗн пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ-и?

Эсир мӗнле шутлатӑр?

Библири Ӳлӗмхине кӗнекинчи паллӑ вырӑнсенчен пӗри вӑл — Апокалипсисӑн тӑватӑ юланутҫи ҫинчен мӗн ҫырса пани. Пӗрисене ҫак вырӑн хӑратать, теприсемшӗн вӑл интереслӗ пек туйӑнать. Библире ҫак пророкла калани ҫинчен мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха:

«Ҫакӑ ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем... телейлӗ» (Ӳлӗмхине 1:3).

Ҫак брошюрӑра тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен пророкла калани мӗншӗн пирӗншӗн лайӑх хыпар пулнине ӑнлантарса панӑ.

 

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Тӑватӑ юланутҫӑ тата эсир

Тӑватӑ лаша: шурӑ, хӗрлӗ, хура тата шуранка. Вӗсем сиккипе чупни — Ӳлӗмхине кӗнекери чи паллӑ вырӑнсенчен пӗри.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Тӑватӑ юланутҫӑ. Камсем вӗсем?

Ҫак курӑну мӗне пӗлтернине пӗлӗр.

Тепӗр ҫирӗплетӳ

Эсир Фафнай кам пулнине пӗлместӗр те пулӗ, анчах ун ҫинчен ҫырнӑ тӑм хӑми пӗр пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑха ҫирӗплетсе парать.

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Эпӗ пуринчен ытла бейсбола юратнӑ!

Самьюэл Гамильтон спортсмен пулнӑ. Анчах Библи вӗренни унӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ.

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР

«Эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм»

Египетра фараонӑн кнеҫӗсем Сарра хитре пулнине курнӑ. Кайран мӗн пулса иртни сире тӗлӗнтерме пултарать.

Библи мӗн калать?

Турӑ пӗр халӑха тепӗр халӑхран мала хурать-и? Вӑл пӗрисене пиллесе теприсене ылханать-и?