Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ СЫПӐК

Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ

Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ

СЫПӐК ТЕМИ

Христиансем инкек-синкекре юратӑва ӗҫпе кӑтартаҫҫӗ

1, 2. а) Иудейӑри христиансем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ? ӑ) Иудейӑри христиансене юратнине вӗсемпе пӗр пек ӗненекенсем ӗҫпе мӗнле кӑтартнӑ?

 ПИРӖН эрӑри 46 ҫулта пулас, Иудейӑра выҫлӑх алхасма пуҫланӑ. Апат-ҫимӗҫ питӗ хакланса кайнӑран Христосӑн унта пурӑнакан вӗренекенӗсем тырӑ кӑштах та пулин туянма пултарайман. Вӗсем выҫса вилме пултарнӑ. Анчах та кӗҫех Иегова вӗсене пулӑшнӑ — ҫавӑн пек пулӑшнине вара Христосӑн вӗренекенӗсем унччен курман пулнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха?

2 Иерусалимра тата Иудейӑра пурӑнакан еврей христианӗсене хӗрхеннӗрен Сирири Антиохи хулинче пурӑнакан еврей тата ытти халӑх христианӗсем вӗсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Унтан ҫав укҫа-тенке Иерусалимри пухӑвӑн старейшинисем патне илсе ҫитерме икӗ яваплӑ арҫын тӑвана, Варнавӑпа Савла, суйласа илнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 11:27—30; 12:25 вуласа пар.) Антиохири тӑвансем хӑйсен юратӑвне ӗҫпе кӑтартни Иудейӑри христиансен чӗрине мӗн тери хускатма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

3. а) Туррӑн хальхи халӑхӗ Антиохири христиансен тӗслӗхне мӗнле тытса тӑрать? Тӗслӗх илсе парӑр. («Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш хут анлӑн пулӑшу пани» рамкӑна та пӑхӑр.) ӑ) Ҫак сыпӑкра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Пӗрремӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ ҫак событи пӗр вырӑнта пурӑнакан христиансем тепӗр вырӑнта пурӑнакан христиансене мӗнле пулӑшу пани ҫинчен ҫырса хунӑ пӗлтерӳсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир Антиохири тӑвансенчен тӗслӗх илсе тӑратпӑр. Эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем ӑҫта та пулин инкек курнине е йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлсен, вӗсене пулӑшу пама васкатпӑр a. Пулӑшу пани пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн ытти енӗсемпе мӗнле ҫыхӑннине ӑнланас тесе пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар. Мӗншӗн эпир пулӑшу парассине сӑваплӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр? Мӗнле тӗллевпе эпир пулӑшу паратпӑр? Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?

Мӗншӗн пулӑшу парасси вӑл — сӑваплӑ ӗҫ?

4. Павел христиансен сӑваплӑ ӗҫӗ пирки Коринфсем патне мӗн ҫырнӑ?

4 Павел Коринфсем патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн икӗ ен пур тесе ӑнлантарнӑ. Павел хӑйӗн ҫырӑвне святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне янӑ пулин те, халӗ унӑн сӑмахӗсене Христосӑн «урӑх сурӑхӗсемпе» те ҫыхӑнтарма пулать (Иоанн 10:16). Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн пӗр енӗ вӑл — «ҫураҫтарас ӗҫ», урӑхла каласан, ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫ (2 Кор. 5:18—20, ҪХ; 1 Тим. 2:3—6). Тепӗр енӗ вӑл — хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑ тӑвас тесе тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ. Павел ун пирки «сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫ» тесе калать (2 Кор. 8:4). «Ҫураҫтарас ӗҫ» тата «пулӑшас ӗҫ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче иккӗшӗнче те диакони́а текен грек сӑмахне «ӗҫ» тесе куҫарнӑ. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать?

5. Павел пулӑшу парасси сӑваплӑ ӗҫ шутне кӗрет тенипе мӗн кӑтартса панӑ?

5 Иккӗшӗнче те пӗр грек сӑмахӗпе усӑ курнипе Павел пулӑшу парасси вӑл христиансен пухӑвӗнче тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн пӗр енӗ пулнине кӑтартса панӑ. Унччентерех вӑл ҫырнӑ: «Ӗҫлесе тӑрасси те [«сӑваплӑ ӗҫ», ҪТ] — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах; ӗҫсем те — тӗрлӗрен... Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать» (1 Кор. 12:4—6, 11). Тӗрӗссипе каласан, Павел пухура тӑвакан тӗрлӗ ӗҫе «Турӑшӑн... ӗҫлесе пурӑнассипе» тата пирӗн сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ (Рим 12:1, 6—8) b. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл «сӑваплӑ ҫынсене пулӑшма» вӑхӑт уйӑрма кирлӗ тесе шутланӑ (Рим 15:25, 26).

6. а) Пулӑшу парасси вӑл Иеговӑна пуҫҫапасси шутне кӗнине Павел мӗнле ӑнлантарса панӑ? ӑ) Эпир халӗ пулӑшу мӗнле парса тӑнине каласа парӑр. («Инкек сиксе тухсан» рамкӑна пӑхӑр, 214-мӗш страница.)

6 Павел Коринфри христиансене пулӑшу парас ӗҫ вӑл — вӗсем Иеговӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн тата ӑна пуҫҫапас ӗҫӗн пайӗ шутне мӗншӗн кӗнине курма пулӑшнӑ. Айтӑр вӑл ҫавна мӗнле сӳтсе явнине йӗрлесе пырар. Христиансем пулӑшу панӑ чухне ҫавна вӗсем «Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн» тӑваҫҫӗ (2 Кор. 9:13). Христосӑн вӗрентӗвӗсене пурнӑҫра тытса тӑрасшӑн пулнӑран христиансем инкеке лекнӗ хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсемшӗн тунӑ ырӑ ӗҫсем Турӑ «нумай ырӑлӑх» кӑтартни пулать тесе палӑртнӑ Павел (2 Кор. 9:14, ҪС; 1 Петр 4:10). Ҫавӑнпа нушана лекнӗ тӑвансемшӗн ӗҫлесси пирки, ҫав шутрах вӗсене пулӑшу парасси пирки те, 1975 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла палӑртнӑ: «Иегова Турӑшӑн тата унӑн Ывӑлӗ Иисус Христосшӑн сӑваплӑ ӗҫӗн ҫак енӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки нихӑҫан та иккӗленсе тӑрар мар». Ҫапла, пулӑшу парасси вӑл — сӑваплӑ ӗҫӗн питӗ кирлӗ пайӗ (Рим 12:1, 7; 2 Кор. 8:7; Евр. 13:16).

Пулӑшу парас ӗҫӗн уҫӑмлӑ тӗллевсем пур

7, 8. Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫӗн пӗрремӗш тӗллевӗ мӗнле? Ӑнлантарса парӑр.

7 Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тӗллевпе тӑватпӑр? Павел ҫак ыйту ҫине Коринфсем патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче хуравлать. (2 Коринф 9:11—15 вуласа пар.) Вӑл унта эпир пулӑшу панипе виҫӗ тӗллеве пурнӑҫлатпӑр тесе палӑртать. Айтӑр вӗсене черетпе пӑхса тухар.

8 Пӗрремӗшӗнчен, пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ Иеговӑна мухтава кӑларать. Павел ҫак пилӗк сӑвӑ йӗркинче пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен каланӑ чухне тӑвансене Иегова ҫине миҫе хутчен тимлеттернине асӑрхӑр-ха. Апостол «эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ» тата «нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать» тесе ҫырать (11, 12 сӑвӑ йӗркисем). Вӑл каланӑ тӑрӑх, пулӑшу илнӗ христиансем «Турра мухтӗҫ» тата «Турӑ ырӑлӑхне» аслӑлӗҫ (13, 14 сӑвӑ йӗркисем, ҪХ). Павел хӑйӗн шухӑшне ҫакӑн пек вӗҫлет: «Тавах Турра» (15-мӗш сӑвӑ йӗрки; 1 Петр 4:11).

9. Пулӑшу пани Свидетель пулман ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне мӗнле улӑштарма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Павел пекех, Туррӑн хальхи ӗҫлекенӗсем пулӑшу парасси ҫине Иеговӑна мухтава кӑларма тата унӑн вӗрентӗвне илем кӳме паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ (1 Кор. 10:31; Тит 2:10). Чӑнах та, эпир паракан пулӑшу чылай чухне Иегова пирки тата унӑн Свидетелӗсем пирки япӑх шухӑшлакан ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма пулӑшать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тустарса тухнӑ вырӑнта пӗр ҫуртӑн алӑкӗ ҫинче табличка ҫакӑнса тӑнӑ, унта вара ҫакӑн пек ҫырса хунӑ пулнӑ: «Иегова Свидетелӗсем, чӑрмантарса ан ҫӳрӗр». Пӗррехинче ҫав ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм доброволецсен бригади урамӑн тепӗр енчи арканнӑ ҫурта ҫӗнӗрен туса лартнине курнӑ. Вӑл ҫав доброволецсем мӗнле туслӑн ӗҫленине темиҫе кун хушши сӑнаса тӑнӑ, унтан вара вӗсем камсем пулнине пӗлес тесе вӗсем патне пынӑ. Вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлсен, хӗрарӑм питӗ тӗлӗннӗ те каланӑ: «Эпӗ сирӗн ҫинчен тӗрӗс мар шутланӑ». Килне таврӑнсан вӑл алӑк ҫинчен табличкине илнӗ.

10, 11. а) Пирӗн пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫӗн иккӗмӗш тӗллевне пурнӑҫа кӗртсе пынине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ? ӑ) Пулӑшу паракансене мӗнле публикаци пулӑшать? («Доброволецсем валли брошюра» рамкӑна пӑхӑр.)

10 Иккӗмӗшӗнчен, эпир панӑ пулӑшу хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсенӗн ҫитменнине ҫитерет (2 Кор. 9:12а). Инкек сиксе тухсан, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата вӗсен хуйхине пусарма васкатпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен христиансен пухӑвӗнчи тӑвансем пӗр «ӳт-пӳ» пулса тӑраҫҫӗ тата «пӗр пайӗ асапланать пулсассӑн, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ» (1 Кор. 12:20, 26). Тӑванла юратни тата хӗрхенни тӑвансене нумайӑшне тӳрех хӑйсен ӗҫӗсене хӑварса хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене пулӑшас тесе кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсене илсе инкекрен хӗн курнӑ вырӑна тухса кайма хавхалантарать (Иак. 2:15, 16). Сӑмахран, 2011 ҫулта Япони ҫине йӑтӑнса аннӑ цунами хыҫҫӑн Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи филиал АПШри регионри строительство комитечӗсем патне ҫыру янӑ, унта Японири Патшалӑх залӗсене ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшмашкӑн «темиҫе опытлӑ арҫын тӑван» тупӑнмӗ-ши тесе ыйтнӑ. Тӑвансем тупӑннӑ-ши? Темиҫе эрне хушшинче 600-е яхӑн доброволец хӑйсен укҫипе Японие вӗҫсе кайма килӗшнӗ. «Ҫавӑн чухлӗ тӑван пулӑшма хатӗр пулни пире питӗ тӗлӗнтерчӗ»,— тесе палӑртнӑ АПШри филиал. Японири тӑван ют ҫӗршывран килнӗ доброволецран сана кунта килме мӗн хавхалантарчӗ тесе ыйтсан, вӑл хуравланӑ: «Эпир Японири тӑвансемпе „пӗр ӳт-пӳ“. Эпир вӗсен ыратӑвне тата хуйхине туятпӑр». Чун-чӗререн юратнӑран доброволецсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене пулӑшас тесе хӑш-пӗр чухне хӑйсен пурнӑҫне те шеллемеҫҫӗ (1 Иоанн 3:16) c.

11 Эпир паракан пулӑшу ӗҫне Свидетель пулман ҫынсем те тивӗҫлӗ хак параҫҫӗ. Сӑмахран, 2013 ҫулта Арканзас штатӗнче (АПШ) ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса иртнӗ хыҫҫӑн пӗр хаҫатра Свидетельсен доброволецӗсем тӳрех пулӑшма хатӗр пулни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Иегова Свидетелӗсем хӑйсен доброволецӗсене питӗ лайӑх йӗркеленӗ пирки вӗсем ҫутҫанталӑк инкекӗнчен хӗн куракансене пулӑшас тӗлӗшрен пысӑк ӑсталӑх кӑтартаҫҫӗ». Чӑнах та, Павел каланӑ пек, пирӗн пулӑшу хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене мӗн кирлипе тивӗҫтерет.

12—14. а) Мӗншӗн пулӑшу парассин виҫҫӗмӗш тӗллевне пурнӑҫа кӗртни питӗ кирлӗ? ӑ) Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӗр сиктермесӗр хутшӑнма кирли пирки тӑвансем мӗн калаҫҫӗ?

12 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн пулӑшу хӗн куракансене Турра пуҫҫапас йӗркене ҫӗнӗрен майлаштарса яма пулӑшать. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? Павел каланӑ тӑрӑх, кам инкекре пулӑшу илет, ҫавсен «чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт» ҫуралать (2 Кор. 9:12ӑ, ҪХ). Хӗн куракансен Иеговӑна тав тунине кӑтартас тесе Турра пуҫҫапас йӗркене май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах ҫӗнӗрен йӗркелесе ярас килет, мӗншӗн тесен ҫакӑ — Иеговӑна тав тумалли чи лайӑх май (Флп. 1:10). 1945 ҫулта «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ: «Павел... харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенке пуҫтарнине ырланӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ... нушана лекнӗ христиансене хӑш-пӗр енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшма май панӑ, ҫавна пула вӗсем Иеговӑн ӗҫне нумайрах тата хастаррӑн хутшӑнма пултарнӑ». Пирӗн тӗллев халӗ те ҫавнашкал. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе каллех тума пуҫланипе тӑвансем хуйха ӳкнӗ кӳршисене кӑна мар, хӑйсене те тӗреклетеҫҫӗ. (2 Коринф 1:3, 4 вуласа пар.)

13 Кам ҫав питӗ кирлӗ пулӑшӑва илнӗ хыҫҫӑн сӑваплӑ ӗҫе каллех хутшӑнма пуҫланӑ тата ҫавна пула тӗрекленнӗ, ҫавсенчен хӑш-пӗрисем акӑ мӗн калаҫҫӗ. «Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пирӗн ҫемьешӗн пиллӗх пулса тӑчӗ,— аса илет пӗр арҫын тӑван.— Ыттисене лӑплантарма-йӑпатма тӑрӑшнӑ чухне эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен пӗр вӑхӑтлӑха манса каяттӑмӑр». Пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Турӑ ӗҫӗ ҫинчен шухӑшланине пула эпӗ йӗри-тавра ишӗлчӗксем выртни ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм. Эпӗ хама хӳтлӗхри пек туйрӑм». Тепӗр хӗрарӑм тӑван каласа панӑ: «Нумайӑшне эпир улӑштарма пултарайман, сӑваплӑ ӗҫ вара пирӗн ҫемьене тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшса тӑчӗ. Эпир ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне ҫакӑ пире Иегова пурне те ҫӗнӗрен тӑвассине тата хытӑрах шанма пулӑшрӗ».

14 Хӗн курнӑ тӑвансен май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах тума пуҫламалли тепӗр ӗҫ вӑл — тӗлпулусене ҫӳреме пуҫласси. Киёко ятлӑ утмӑлалла ҫывхарса пыракан хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Цунами хыҫҫӑн унӑн хӑйӗн ҫинчи тумтирӗпе сандалисӗр пуҫне урӑх ним те юлман. Вӑл ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ. Пӗр старейшина ӑна тепӗр тӗлпулу унӑн машининче иртет тесе каланӑ. Киёко калать: «Машина ӑшне старейшина, унӑн арӑмӗ, тепӗр хӗрарӑм тӑван тата эпӗ вырнаҫса лартӑмӑр. Тӗлпулу питӗ ансат пулчӗ, анчах та эпӗ, тӗлӗнмелле те, цунами ҫинчен пӗрре те аса илмерӗм. Ӑшра канӑҫлӑх туйрӑм. Тӗлпулу мана христиансемпе хутшӑнни хӑват пама пултарнине кӑтартса пачӗ». Тепӗр хӗрарӑм тӑван ҫутҫанталӑк инкекӗ хыҫҫӑн ҫӳренӗ тӗлпулусем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Вӗсем маншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗҫ!» (Рим 1:11, 12; 12:12.)

Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ иксӗлми пиллӗх кӳрет

15, 16. а) Пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнни Коринфри тата ытти вырӑнсенчи христиансене мӗнле усӑ панӑ? ӑ) Хальхи вӑхӑтра пулӑшу пани пире мӗнле усӑ парать?

15 Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ пирки каланӑ май Павел Коринфсене ҫав ӗҫе хутшӑнни вӗсене те, ытти христиансене те мӗнле усӑ панине те ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Турӑ сире тулли тивлет панине курса, [Иерусалимра пурӑнакан тата пулӑшу илнӗ еврей христианӗсем] сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ» (2 Кор. 9:14). Ҫапла, Коринфсем таса кӑмӑлпа пани еврей христианӗсене Коринфри тӑвансемшӗн — унти еврей пулман тӑвансемшӗн те — кӗлтума хавхалантарнӑ тата ҫавна пула вӗсем Коринфри христиансене хытӑрах юратма пуҫланӑ.

16 Павел пулӑшу парасси мӗнле усӑ пани ҫинчен каланӑ сӑмахсене 1945 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» хальхи кунсемпе ҫыхӑнтарса ҫапла каланӑ: «Пӗр христиансем хӑйсен ирӗкӗпе теприсене мӗн кирлине парса тӑни хӑйне Турра халалланӑ халӑха мӗнле пӗрлештерсе тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!» Пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнакансем шӑп ҫавна палӑртаҫҫӗ те. «Пулӑшу парас ӗҫе хутшӑннине пула эпӗ тӑвансемпе нихҫанхинчен те вӑйлӑрах ҫывӑхлантӑм»,— тесе каланӑ шыв илнӗ чухнехи йывӑрлӑхсене пӗтерме пулӑшнӑ пӗр старейшина. Пулӑшу панӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Пирӗн тӑванлӑх вӑл — пулас райӑн пӗчӗк пайӗ». (Ытарӑшсем 17:17 вуласа пар.)

17. а) Исаия 41:13-мӗшӗнчи сӑмахсем пулӑшу парас ӗҫпе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Пулӑшу пани Иеговӑна мӗнле мухтава кӑларнине тата пирӗн хушӑри пӗрлӗхе епле ҫирӗплетнине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр. («Доброволецсем пӗтӗм тӗнчипе пулӑшаҫҫӗ» рамкӑна та пӑхӑр.)

17 Доброволецсем ҫутҫанталӑк инкекӗнчен сиен курнӑ вырӑна ҫитсен, унта хӗн курнӑ тӑвансем Турӑ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: „ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп“»,— тесе сӑмах пани тӗрӗс пулнине хӑйсем ҫинче туяҫҫӗ (Ис. 41:13). Инкеке пурӑнса ирттернӗ хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Ишӗлчӗксем ҫине пӑха мана нимле шанчӑк та ҫук пек туйӑнатчӗ, анчах Иегова мана пулӑшма хӑйӗн аллине тӑсрӗ. Тӑвансем мана панӑ пулӑшу пирки сӑмахпа та каласа параяс ҫук». Ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн икӗ старейшина хӑйсен пухӑвӗ ячӗпе ҫапла ҫырса янӑ: «Ҫӗр чӗтренни нумай хуйхӑ кӳчӗ, анчах та эпир Иегова тӑвансем урлӑ мӗнле пулӑшнине куртӑмӑр. Унччен эпир ҫавӑн пек пулӑшу пани ҫинчен вуланӑ кӑначчӗ, халӗ ҫавна хамӑр ҫинче туйса илтӗмӗр».

Эсир пулӑшма пултаратӑр-и?

18. Пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнас килет пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр? («Ҫакӑ ӑна пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшнӑ» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнса савӑнӑҫ илес килет-и сирӗн? Ку ҫапла пулсан, ҫакна асра тытӑр: ытларах чухне доброволецсене Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнакансенчен суйласа илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хӑвӑр пухури старейшинӑсене ҫавӑн пек сӑваплӑ ӗҫ валли заявлени ҫырасшӑн пулни пирки пӗлтерӗр. Унсӑр пуҫне пулӑшу парас ӗҫе нумай вӑхӑт хушши тӑвакан старейшинӑн сӑмахӗсене тимлени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл калать: «Инкекрен сиен курнӑ вырӑна каяс тенӗ чухне кӑткӑс лару-тӑрура пулӑшу паракан комитет официаллӑ майпа сире чӗнсен кӑна кайӑр». Ҫавӑн чухне ҫеҫ эпир йӗркене тытса тӑрса пулӑшу парса тӑрӑпӑр.

19. Доброволецсен ӗҫӗ эпир Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать?

19 Пулӑшу панипе эпир Христосӑн «пӗр-пӗрне юратӑр» текен ӳкӗтне ятарлӑ майпа пурнӑҫлатпӑр. Ҫавӑн пек юрату кӑтартнипе эпир Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр (Иоанн 13:34, 35). Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене пулӑшма пынипе Иеговӑна мухтава кӑларакан нумай доброволец — пирӗншӗн чӑн-чӑн пиллӗх!

a Ҫак сыпӑкра эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшу пани ҫинчен каланӑ. Анчах та чылай чухне эпир паракан пулӑшуран Свидетель пулман ҫынсем те усӑ илеҫҫӗ (Гал. 6:10).

b Павел усӑ курнӑ диа́конос («ӗҫлекен») сӑмах «пулӑшакан ӗҫчене» пӗлтерет (1 Тим. 3:12).

c 1994 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти «Помощь своим по вере в Боснии» статьяна пӑхӑр, 23—27 страницӑсем.