Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

124-МӖШ ЮРӐ

Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

(Псалом 17:26)

  1. 1. Юрататпӑр, парӑнатпӑр

    Иеговӑна чунтан.

    Пурнӑҫа та халаллатпӑр

    Пӑхӑнасшӑн пулнӑран.

    Турӑ — ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ;

    Пурнӑҫлатпӑр ӳкӗтне.

    Иегова — ырӑ, тӳрӗ.

    Хӑвармастпӑр ун ҫулне.

  2. 2. Пит хаклатпӑр, пулӑшатпӑр

    Пухури тӑвансене.

    Юрату та кӑтартатпӑр

    Сӑмахпа тата ӗҫпе.

    Вӗсене ялан шанатпӑр,

    Хисеплетпӗр чӗререн.

    Ӗмӗр туслӑ пурӑнасшӑн;

    Хӑвармастпӑр вӗсене.

  3. 3. Хисеплетпӗр, пӑхӑнатпӑр

    Пухури кӗтӳҫсене.

    Чӗрепе те, ӑс-тӑнпа та

    Йышӑнар канашсене.

    Эпир тимлӗн итлесессӗн

    Турӑ пиллӗ туллинех.

    Иегова кӑмӑл тӑвӗ,

    Упрӗ шанчӑклисене.

(Ҫавӑн пекех Пс. 149:1; 1 Тим. 2:8; Евр. 13:17 пӑхӑр.)