Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

146-МӖШ ЮРӐ

«Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»

«Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»

(Ӳлӗмхине 21:1—5)

  1. 1. Халь вӑхӑт палли ак ҫакна кӑтартать:

    Христос тӳпере патшара ларать.

    Ҫӳлте вӑл ҫӗнтерчӗ Шуйттан ҫарне.

    Кӗҫ пурнӑҫлӗ вӑл Туррӑн ирӗкне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова пулӗ ҫынсемпе,

    Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.

    Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.

    Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.

    «Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—

    Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».

  2. 2. Ак курччӑр Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне —

    Таса ҫӗн Иерусалим чапне.

    Ахах-мерченпе вӑл ҫиҫсе тӑрать.

    Иегова ялан ун ҫути пулать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова пулӗ ҫынсемпе,

    Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.

    Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.

    Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.

    «Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—

    Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».

  3. 3. Пит савӑнӗҫ аслӑ хулашӑн ҫынсем.

    Ялан уҫӑ пулӗҫ ун хапхисем.

    Мӗнпур халӑх ҫӳрӗ ун ҫуттинче.

    Ҫак ҫутӑ халех ҫутатать пире.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова пулӗ ҫынсемпе,

    Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.

    Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.

    Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.

    «Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—

    Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».

(Ҫавӑн пекех Матф. 16:3; Ӳлӗм. 12:7—9; 21:23—25 пӑхӑр.)