Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

149-МӖШ ЮРӐ

Ҫӗнтерӳ юрри

Ҫӗнтерӳ юрри

(Тухни 15:1)

  1. 1. Аслӑ Иегова — ун чаплӑ ятне пурте мухтӑр.

    Египетӑн ҫарне вӑл путарчӗ тинӗсе.

    Иаг — чи хӑватлӑ.

    Никам та унпа танлашаймӗ.

    Ҫӗнтерчӗ тӑшмана хӑйӗн вӑйлӑ аллипе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, ҫут тӗнченӗн Турри,

    Эс улшӑнмастӑн. Эсӗ чи асли.

    Кӗҫех пӗтерӗн пӗтӗм тӑшмана,

    Сӑваплӑ тӑвӑн хӑв ятна.

  2. 2. Ав, мӗнпур халӑх чӑн аслӑ Турра хирӗҫ тӑчӗ.

    Вӗсем те намӑс курӗҫ Иеговӑн вӑрҫинче.

    Ун сучӗ ҫывӑх.

    Кӗҫ, Армагеддон пуҫлансассӑн,

    Ӑнланӗҫ Иегова чӑн Турӑ иккенне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, ҫут тӗнченӗн Турри,

    Эс улшӑнмастӑн. Эсӗ чи асли.

    Кӗҫех пӗтерӗн пӗтӗм тӑшмана,

    Сӑваплӑ тӑвӑн хӑв ятна.

(Ҫавӑн пекех Пс. 2:2, 9; 91:9; Мал. 3:6; Ӳлӗм. 16:16 пӑхӑр.)