Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ЮРӐ

Хаваспах пулӑшӑп!

Хаваспах пулӑшӑп!

(Лука 5:13)

  1. 1. Юрату вӑл мӗн иккенне

    Кӑтартнӑ Иисус кашнине.

    Ӑш сӑмах каласа,

    Ӗҫпе пулӑшса

    Йӑпатнӑ вӑл ҫын чӗрине.

    Шеллемен ҫынсемшӗн вӑйне,

    Сыватнӑ вӑл чирлисене.

    Хаваспах пулӑшма хатӗр пулнӑ.

    Хӑйне кӗҫӗне вӑл хунӑ.

  2. 2. Тӑрӑшар ун евӗр пулма,

    Пырар вӑл кӑтартнӑ ҫулпа.

    Юрату кӑтартса,

    Ҫынпа ыр пулса

    Чӗнер чӑн Турра пуҫҫапма.

    Сӑмахпа тата ӗҫсемпе

    Чунтан юратар туссене.

    Нушана лекнисем йӑлӑнсассӑн

    Ялан пулӑшар хавассӑн.

(Ҫавӑн пекех Иоанн 18:37; Эф. 3:18, 19; Флп. 2:7 пӑхӑр.)