Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ ЮРӐ

Чӗрӳне упра

Чӗрӳне упра

(Ытарӑшсем 4:23)

  1. 1. Сан пурнӑҫ чӗрӳнтен килет,

    Ӑна упра ялан.

    Иегова чӗрене курать —

    Мӗнле эпир шалтан.

    Чӗрен улталасси пулать,

    Вӑл хӑш-пӗр чух чее.

    Иеговӑн ҫулӗпе пыма

    Вӗрент хӑв чӗрӳне.

  2. 2. Турра шыра, чунтан кӗлту

    Хӑв чӗрӳне уҫса,

    Ӑна пӗрмай тав ту, мухта,

    Шанса пар хуйхуна.

    Иегова мӗн вӗрентнине

    Эс кӑмӑлтан итле.

    Чӗрӳ тӗпне ҫырса эс хур

    Ун пӗтӗм законне.

  3. 3. Сиенлӗ шухӑшран сыхлан,

    Ырри ҫинчен шутла.

    Эс Турӑ Сӑмахне тӗпче,

    Ҫӗнет хӑв ӑс-тӑнна.

    Чунтан пӑхӑнакан ҫынна

    Хаклать Ҫӳлти Атте.

    Эс ӗмӗрех ӑна пуҫҫап,

    Унпа пӗрле ҫӳре.

(Ҫавӑн пекех Пс. 33:2; 1 Петр 3:4; Флп. 4:8 пӑхӑр.)