Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

54-МӖШ ЮРӐ

«Акӑ ҫул»

«Акӑ ҫул»

(Исаия 30:20, 21)

  1. 1. Ак чӑн мир ҫулӗ, эс ӑна пӗлен аван.

    Вӗрентӗн ун ҫинчен Сӑваплӑ Ҫыруран.

    Иисус сасне илтсе пыратӑн ҫав ҫулпа.

    Ҫӳлти Атте тӑратрӗ ун ҫине сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ак пурнӑҫ ҫулӗ, ҫак ҫулпа пырар!

    Пӗр пӑрӑнмасӑр малалла утар!

    Пире Иегова чӗнет: «Ак ҫул,

    Унпа ҫеҫ кайӑр. Ҫакӑ тӗрӗс ҫул».

  2. 2. Ак юрату ҫулне Иегова кӑтартать.

    Ҫапла хӑйне тупма вӑл май уҫса парать.

    Пире Аттемӗр ӑшшӑн юратса тӑрать.

    Чӑн юрату пире куллен ертсе пырать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ак пурнӑҫ ҫулӗ, ҫак ҫулпа пырар!

    Пӗр пӑрӑнмасӑр малалла утар!

    Пире Иегова чӗнет: «Ак ҫул,

    Унпа ҫеҫ кайӑр. Ҫакӑ тӗрӗс ҫул».

  3. 3. Ак пурнӑҫ ҫулӗ, эс ан пӑрӑн ҫак ҫултан.

    Эс лайӑхрах ҫула тупаймӑн нихӑҫан.

    Ҫак ҫул ҫинче — чӑн мир, чӑн юрату унта.

    Ҫак ҫулшӑн тав тӑвар Иеговӑна чунтан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ак пурнӑҫ ҫулӗ, ҫак ҫулпа пырар!

    Пӗр пӑрӑнмасӑр малалла утар!

    Пире Иегова чӗнет: «Ак ҫул,

    Унпа ҫеҫ кайӑр. Ҫакӑ тӗрӗс ҫул».

(Ҫавӑн пекех Пс. 31:8; 138:24; Ытар. 6:23 пӑхӑр.)