Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

68-МӖШ ЮРӐ

Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр

Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр

(Матфей 13:4—8)

  1. 1. Иисус хушнине пурнӑҫа кӗрт —

    Эс хутшӑн сӑваплӑ ӗҫе.

    Сана вӗрентет, пулӑшать вӑл,

    Ӗҫӳ ӑнса пытӑр тесе.

    Чӗри ҫыннӑн ырӑ, тӳрӗ пулсан,

    Вара акнӑ вӑрлӑх шӑтать.

    Чунтан тӑрӑшса туса тӑр ҫак ӗҫе —

    Христоса итлени ку пулать.

  2. 2. Сӑваплӑ ӗҫӳ ӑнасси вӑл

    Чылай чух санран та килет.

    Ҫынна эс ӑста вӗрентсессӗн

    Кӗҫех чӑнлӑхра вӑл ӳсет.

    Чӗри иккӗленнӗ е йывӑр чух

    Ҫынна хатӗр пул пулӑшма.

    Ҫав вӑрлӑх вара ырӑ ҫимӗҫ кӳни

    Мӗн тери савӑнтарӗ сана!

(Ҫавӑн пекех Матф. 13:19—23; 22:37 пӑхӑр.)