Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

87-МӖШ ЮРӐ

Кил те хавхалану ил!

Кил те хавхалану ил!

(Еврейсем 10:24, 25)

  1. 1. Тӗнче хӑйӗн кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайса

    Халь хӑй еккипе пурӑнать.

    Иегова пире чӗререн юратса

    Чи лайӑх ҫула кӑтартать.

    Пӗрле пухӑнни хытӑрах ӗненме,

    Чӑн савнӑҫ илме пулӑшать,

    Пире ыр ӗҫсем малалла та тума,

    Хастарлӑ пулма вӑй парать.

    Иеговӑн Сӑмахӗ пире мӗн калать,

    Эпир пурнӑҫласшӑн ҫавна.

    Пӗрле тӗл пулсан, вӗренетпӗр унта

    Ялан чӑнлӑха юратма.

  2. 2. Мӗн кирлӗ пире — Иегова пӗлет,

    Чи ӑслӑ канаш вӑл парать.

    Пӗрле тӑтӑшах пухӑнма тӑрӑшни

    Турра шаннине кӑтартать.

    Ҫӳлти Турӑран хӑракан арҫынсем

    Унта вӗрентеҫҫӗ пире.

    Чунтан юратса тӑракан пухура

    Нихҫан та юлас ҫук пӗччен.

    Эппин, пӑрахмастпӑр пӗрле тӗл пулма

    Иеговӑн кунне кӗтнӗ май.

    Ҫӳлтен анакан ӑс илме тӑрӑшса

    Эпир пухӑнасшӑн пӗрмай.

(Ҫавӑн пекех Пс. 36:18; 139:2; Ытар. 18:1; Иак. 3:17; Эф. 5:16 пӑхӑр.)