Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

90-МӖШ ЮРӐ

Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

(Еврейсем 10:24, 25)

  1. 1. Эпир тем пек хавхаланатпӑр

    Турра пӗрле пуҫҫапнипе,

    Юратӑва ҫирӗплететпӗр

    Ыр ӗҫ тума тӑрӑшнипе.

    Пире юратакан тӑванлӑх

    Вӑй-хал парать чӑтса тӑма.

    Пуху — хӑрушсӑр хӳтӗ вырӑн;

    Нихҫан хӑвармӑпӑр ӑна.

  2. 2. Тӑванӑн вырӑнлӑ сӑмахӗ

    Чуна питех те йӑпатать,

    Юратнӑ тус ҫирӗплетни те

    Пире епле лӑплантарать!

    Мӗнле аван, мӗнле хаваслӑ

    Пӗрле тусассӑн пӗр ӗҫе!

    Пӗрне-пӗри тӗреклететпӗр,

    Ӳкме памастпӑр инкекре.

  3. 3. Куратпӑр: Туррӑн аслӑ кунӗ

    Ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать.

    Эппин пӗрле пуҫтарӑнмашкӑн

    Татах та тӑрӑшас пулать.

    Эпир Аттемӗршӗн ӗҫлесшӗн

    Пӗрле мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе,

    Ялан пӗр айӑпсӑр пулмашкӑн

    Хавхалатасшӑн пӗр-пӗрне.