Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

98-МӖШ ЮРӐ

Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

(2 Тимофей 3:16, 17)

  1. 1. Турӑ Ҫырӑвӗ тӗттӗмре

    Ҫутатса тӑрать пире.

    Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа утсан

    Ирӗклӗхпе телей тупан.

  2. 2. Турӑ мӗн кӑмӑллать, ҫавна

    Библи вӗрентет тума.

    Вӑл пире тӳрлетет, питлет,

    Ырӑ ӗҫсем тума чӗнет.

  3. 3. Библи урлӑ ҫӳлти Атте

    Кӑтартать юратӑвне.

    Кунӗн-ҫӗрӗн ӑна вулар,

    Тӗрӗс ҫулпа утса пырар.

(Ҫавӑн пекех Пс. 118:105; Ытар. 4:13 пӑхӑр.)