Тӗп матералсем патне куҫӑр

Юн яни. Тухтӑрсем мӗн калаҫҫӗ

Юн яни. Тухтӑрсем мӗн калаҫҫӗ

Юн яма килӗшмен пирки Иегова Свидетелӗсем ҫинчен вуншар ҫул хушши хурласа калаҫнӑ. Свидетельсем Библире «юнран... сыхланмалла» тесе ҫырнӑран юн яма килӗшмеҫҫӗ, тухтӑрсем вара юн яни пациентсемшӗн чи лайӑх меслет тесе шутланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:29).

Анчах та паян медицина ӗҫченӗсем юн ямасӑр сипленни лайӑхрах тесе час-часах калаҫҫӗ.

Станфорд университетӗнчи (Stanford Medicine Magazine) медицина факультечӗ кӑларса тӑракан журналӑн 2013 ҫулхи ҫуркуннехи кӑларӑмӗнче юн ҫинчен статьясен ярӑмӗ тухнӑ, вӗсенчен пӗри — «Юхӑма хирӗҫ. Мӗншӗн юна сайра-хутра ҫеҫ яма пуҫланӑ?». Статья авторӗ Сара Уильямс калать: «Нумайланса пыракан тӗпчев ӗҫӗсем юлашки вунӑ ҫул хушшинче кӑтартса панӑ тӑрӑх, больницӑсенче пӗтӗм тӗнчипех — ахаль палатӑсенче те, операци тунӑ ҫӗрте те — пациентсене пулӑшма кирлех мар чухне те юнпа унчченхинчен ытларах усӑ курма пуҫланӑ.

Статья авторӗ медицина докторӗн Патриша Фордӑн, Пенсильвани больницин филиалӗн юн ямасӑр сиплекен медицинӑпа хирурги Центрне никӗслекенӗн тата унӑн директорӗн, сӑмахӗсене илсе панӑ: «Медицинӑра ӗҫлекенсем ҫын организмӗнче юн ҫителӗксӗр пулсан вӑл вилет, юн — ҫын пурнӑҫне ҫӑлма чи кирли... тесе шухӑшлама хӑнӑхнӑ. Хӑш-пӗр лару-тӑрура ҫакӑ чӑнах та кирлӗ a, анчах та ытларах чухне пациентсенчен чылайӑшне ҫакӑ усӑ памасть».

Форд доктортан кашни ҫулах 700-е яхӑн пациент, Иегова Свидетелӗсем, пулӑшу ыйтаҫҫӗ, вӑл калать: «Эпӗ калаҫса пӑхнӑ тухтӑрсем... пациентсенчен нумайӑшӗ юн ямасан вилеҫҫӗ... тесе тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ. Унччен эпӗ хам та хӑш-пӗр енчен ҫавнашкалах шутланӑ. Анчах та эпӗ ҫавӑн пек пациентсене пулӑшма урӑхла ансат майсем пуррине питӗ хӑвӑрт ӑнланса илтӗм».

2012 ҫулхи август уйӑхӗнче «Аркайвс оф интернал медисин» медицина журналӗнче пӗр центрта 28 ҫул хушши ирттернӗ тӗпчев мӗн кӑтартса панине пичетлесе кӑларнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче чӗрене операци тунӑ ҫынсене сӑнанӑ пулнӑ. Пӗр йышши операци тутарнӑ, анчах та юн яма килӗшнӗ пациентсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем, пациентсем, хӑйсене лайӑхрах туйнӑ. Свидетельсен больницӑра выртнӑ чухне чир шала каясси сахалтарах, операци хыҫҫӑн вилекенсен хисепӗ пӗчӗкрех пулнӑ тата, пӗтӗмӗшле илсен, 20 ҫул хушшинче операци хыҫҫӑн вилекенсен шучӗ те сахалрах пулнӑ.

«Уолл-стрит джорнэл» хаҫатра 2013 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче статья тухнӑ, унта каланӑ: «Хӑйсен тӗнне пула юн яма килӗшмен пациентсене сиплеме юнсӑр хирургипе — донор юнне ямасӑр операци тӑвассипе —нумай ҫул хушши усӑ кураҫҫӗ. Анчах та паян больницӑсенче ҫак меслетпе ытларах та ытларах усӑ кураҫҫӗ... Юнсӑр хирурги майлӑ тӑракан хирургсем ҫак меслетпе усӑ курни юна туянассипе, упрассипе, хатӗрлессипе, тӗпчессипе тата ӑна ярассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене сахаллатать ҫеҫ мар, юн урлӑ ерекен инфекцисенчен тата чир шала каясран сыхлама пултарать, ҫавна пула пациент больницӑран хӑвӑртрах сывалса тухма пултарать теҫҫӗ».

Кливленд клиникин трансфузиологи отделенийӗн заведующийӗ Роберт Лоренс сӑмахӗсенчен тӗлӗнме кирлӗ мар, вӑл калать: «Пациента юн янӑ чухне эсӗ ӑна пулӑшатӑп тесе шутлатӑн... Анчах та нумай ҫул хушшинче тунӑ тӗпчевсем пач урӑххине кӑтартса параҫҫӗ».

a Иегова Свидетелӗсем юн ярасси ҫинчен мӗн шутланине «Ҫынсем час-часах ыйтаҫҫӗ. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем юн яма килӗшмеҫҫӗ?» статьяран пӗлме пулать.