Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑ Патшалӑхӗ ҫын чӗринче-и?

Турӑ Патшалӑхӗ ҫын чӗринче-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫук. Турӑ Патшалӑхӗ христианинӑн чӗринче мар a. Ун пирки «Ҫӳлти Патшалӑх» тенипе Библи ҫав Патшалӑх ӑҫта вырнаҫнине кӑтартса парать (Матфей 4:17). Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл — тӳперен ертсе пыракан правительство.

  •   Турӑ Патшалӑхӗн пуҫлӑхсем, подданӑйсем тата законсем пур. Ҫав Патшалӑха тӳпере те, ҫӗр ҫинче те Туррӑн ирӗкне туса хума йӗркеленӗ (Матфей 6:10; Ӳлӗмхи 5:10).

  •   Туррӑн правительстви, е Патшалӑхӗ, ҫӗр ҫинчи пур халӑха та, йӑха та, ӑрӑва та тытса тӑрӗ (Даниил 7:13, 14). Ҫав Патшалӑха унӑн подданӑйӗсем мар, Турӑ хӑй власть парать (Псалом 2:4—6; Исаия 9:7).

  •   Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене ҫӳлти Патшалӑхра вӗсем хӑйӗнпе пӗрле «аслӑ пукан», е престол, ҫине ларӗҫ тесе каланӑ (Лука 22:28, 30).

  •   Турӑ Патшалӑхӗн тӑшмансем пур. Вӑл вӗсене пӗтерӗ (Псалом 2:1, 2, 8, 9; 109:1, 2; 1 Коринф 15:25, 26).

 Библи ҫӳлти Патшалӑх ҫын чӗринче, ҫавӑнпа ҫав Патшалӑх ҫын ҫине унӑн чӗри урлӑ витӗм кӳрет тесе вӗрентмест. Анчах та унта «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмах», урӑхла каласан, «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан ырӑ хыпар, пирӗн чӗре ҫине витӗм кӳме пултарать тата витӗм кӳмелле тесе каланӑ (Матфей 13:19; 24:14, Ҫӗнӗ Халал).

«Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл» тенине мӗнле ӑнланмалла?

 Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Лука 17:21 сӑвӑ йӗркинче мӗн каланине пула хӑш-пӗр ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта пулнине ӑнланма йывӑр. Сӑмахран, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗнче «Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл» тенӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркине тӗрӗс ӑнланас тесен пирӗн контекст пӑхса тухмалла.

Турӑ Патшалӑхӗ Иисуса хирӗҫ тӑракансен тата вӗлерес текенсен чӗрисенче пулман

 Иисус ҫак сӑмахсене фарисейсене каланӑ. Фарисейсем вара Иисуса хирӗҫ тӑнӑ тата ыттисене ӑна вӗлерме хӗтӗрнӗ тӗн пуҫлӑхӗсем пулнӑ (Матфей 12:14; Лука 17:20). Турӑ Патшалӑхӗ вӗсен мӑнкӑмӑллӑ чӗрисенче пулнӑ тесе шутлани тӗрӗс-ши? Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «[Сирӗн] ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ» (Матфей 23:27, 28).

 Библин ытти куҫарӑвӗсем Лука 17:21-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене тӗрӗсрех уҫса панӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ сирӗн хушӑра» (Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Турӑ Патшалӑхӗ фарисейсен хушшинче тени вӑл ҫав вӑхӑтра Иисус, Турӑ суйласа лартнӑ Патша, вӗсем умӗнче тӑнине пӗлтерет (Лука 1:32, 33).

a Христиансен тӗнӗсенчен нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫын ӑшӗнче, урӑхла каласан, унӑн чӗринче, тесе вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, «Православная энциклопедия» текен кӗнекере ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне курни вӑл — пирӗн ӑшра Турӑ патшара ларнине курни». Ҫавӑн пекех Рим папи XVI Бенедикт хӑйӗн «Назарет Иисусӗ» ятлӑ кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ итлекен чӗре урлӑ килет».