Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем унччен ырӑ хыпара итлемен ҫынсем патне тепӗр хут килеҫҫӗ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем унччен ырӑ хыпара итлемен ҫынсем патне тепӗр хут килеҫҫӗ?

 Иегова Свидетелӗсем Турра тата ҫывӑх ҫынна юратнӑран Библири хыпара пурне те — кам ӑна унччен итлемен, вӗсене те — хаваспах калаҫҫӗ (Матфей 22:37—39). Турра юратни пире унӑн Ывӑлӗн заповедьне тытса тӑма хавхалантарать, вӑл ырӑ хыпара «каласа кӑтартма» хушнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42; 1 Иоанн 5:3). Ҫавӑнпа та эпир авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ пророксем пекех ҫынсене Туррӑн хыпарне пӗрре анчах каламастпӑр (Иеремия 25:4). Эпир ҫывӑх ҫынна юратнӑран пурнӑҫа ҫӑлакан «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара» пурне те — ҫав шутрах малтан ӑна итлесшӗн пулман ҫынсене те — калама тӑрӑшатпӑр (Матфей 24:14).

 Унччен ырӑ хыпара итлемен ҫынсем патне тепӗр хут килсен час-часах эпир унта ҫак хыпара итлес текенсене тӗл пулатпӑр. Ҫакӑн пекки виҫӗ сӑлтава пула пулса тухать:

  •   Ҫынсем куҫса каяҫҫӗ.

  •   Ҫав килтех пурӑнакансенчен ыттисем ырӑ хыпара итлеҫҫӗ.

  •   Ҫынсем улшӑнаҫҫӗ. Тӗнчери событисене тата пурнӑҫри лару-тӑрӑва пула хӑшӗ-пӗрисен Турӑ ҫинчен пӗлес кӑмӑл ҫуралать, ҫавӑнпа вӗсем Библири хыпарпа интересленме пуҫлаҫҫӗ (Матфей 5:3). Малтан пире хирӗҫ тӑнӑ ҫынсен чӗрисем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Павел апостолпа ҫапла пулса тухнӑ та (1 Тимофей 1:13).

 Ҫапах та эпир никама та хамӑр хыпара вӑйпах итлеттересшӗн мар (1 Пётр 3:15). Эпир кашни ҫыннӑн мӗне ӗненмеллине хӑйӗн суйласа илмелле тесе шутлатпӑр (Саккуна астутарни 30:19, 20).