Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем ытти тӗнсене хурлаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем ытти тӗнсене хурлаҫҫӗ-и?

 Эпир Библире «пурне те хисеплӗр» тенӗ канаша тытса тӑратпӑр — кирек хӑш тӗн ҫыннине те хисеплетпӗр (1 Петр 2:17). Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫӗршер пин Иегова Свидетелӗ пурӑнать. Апла пулсан та эпир политиксене е закон кӑларакансене ытти тӗнсен ӗҫне чарса лартма е вӗсен прависене хӗсме хистеместпӗр. Ҫавӑн пекех пӗтӗм халӑха пирӗн нравственность нормисемпе тӗн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнтармашкӑн законсем шутласа кӑларттарас тесе кампанисем ирттерместпӗр. Пачах урӑхла, пирӗн ыттисене хамӑрпа мӗнле пултарас килет, эпир хамӑра вӗсемпе ҫапла тытатпӑр — никама та сивлеместпӗр (Матфей 7:12).