Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн Иисус: «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр»,— тесе каланӑ?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗрентнӗ. Анчах та пӗррехинче вӑл апостолсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ: Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм» (Матф. 10:34, 35). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла-ха?

Иисус ҫывӑх ҫынсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ярасшӑн пулман. Анчах та вӑл хӑйӗн вӗрентӗвӗсем хӑш-пӗр ҫемьесене пайласа яма пултарасса пӗлнӗ. Апла Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас текенӗн ҫакна ӑнланмалла: шыва кӗнӗ хыҫҫӑн унӑн йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне христианина мӑшӑрӗ е килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула ӑна Христос вӗрентнӗ пек пурӑнма йывӑр пулма пултарать.

Библи христиансене: «Пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр»,— тесе хавхалантарать (Рим 12:18). Мӗншӗн-ха вара Христосӑн вӗрентӗвӗсем хӑш-пӗр ҫемьесенче «хӗҫ» пек пулса тӑраҫҫӗ? Ҫакӑ ҫемьере пӗри Христосӑн вӗрентӗвӗсене йышӑнсан, теприсем йышӑнмасан е ҫав ҫынна хирӗҫ тӑрсан пулса тухать. Ҫапла вара Библи вӗренекен ҫыншӑн «хӑйӗн кил-йышех тӑшман» пулса тӑрать (Матф. 10:36).

Хӑш-пӗр христиансен килтисем Иеговӑна ӗненмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне христианин Иеговӑпа Иисуса мӗн тери хытӑ юратни тӗрӗсленме пултарать. Калӑпӑр, хурӑнташӗсем ӑна хӑйсен тӗн уявне пӗрле паллӑ тума чӗнеҫҫӗ. Вара христианинӑн хӑй кама юрасшӑн пулнине суйласа илмелле. Иисус: «Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар»,— тенӗ (Матф. 10:37). Паллах, Иисус халӗ унӑн вӗренекенӗсен ашшӗ-амӑшне унчченхи пек хытӑ юратмалла мар тесе каласшӑн пулман. Вӑл вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн пӗлтерӗшлӗрех пулмаллине палӑртнӑ. Килтисем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарсан та эпир вӗсене юратма пӑрахмастпӑр, анчах та пуринчен ытла эпир Иеговӑна юрататпӑр.

Паллах, килтисем хирӗҫ тӑни чуна хытӑ ыраттарма пултарать. Анчах та Христосӑн вӗренекенӗсем унӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытаҫҫӗ: «Кам хӑй хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар» (Матф. 10:38). Христиансем ӑнланаҫҫӗ: вӗсен йывӑрлӑхсем пулаҫҫех, хӑш-пӗрисене вара килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Апла пулин те, вӗсем ал усмаҫҫӗ тата хӑйсене тӗрӗс тытнине пула хурӑнташӗсен чӗрисем ҫемҫелессе тата вӗсем Библи вӗренме пуҫласса шанаҫҫӗ (1 Петр 3:1, 2).