Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Авалхи израильтянсем вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулсан, мӗншӗн эпир вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр?

Авалхи израильтянсем вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулсан, мӗншӗн эпир вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр?

«СИРӖНТЕН пӗри те пулин Франципе е Англипе вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмесен эсир пурте вилетӗр!» — тесе кӑшкӑрса тӑкнӑ нацистсен офицерӗ арестленӗ Иегова Свидетелӗсем ҫине. Хӗҫ-пӑшалланнӑ эсэсовецсем юнашарах тӑнӑ пулин те пирӗн тӑвансем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӗсем мӗн тери хӑюллӑ пулнӑ! Ҫак тӗслӗх Иегова Свидетелӗсем ку тӗнчери вӑрҫӑсем ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартать: эпир вӑрҫӑсене хутшӑнмастпӑр. Хамӑра вилӗмпе хӑратсан та, эпир хирӗҫӳсенче никам майлӑ та тӑмастпӑр.

Анчах хӑйсем пирки христиансем текен хӑш-пӗр ҫынсем пирӗнпе килӗшмеҫҫӗ. Нумайӑшӗ Турра ӗненекен ҫын хӑйӗн тӑван ҫӗршывне хӳтӗлеме пултарать тата унӑн ҫапла тумалла та тесе шутлать. Вӗсем ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Авалхи еврейсем Турӑ халӑхӗ пулнӑ пулин те вӗсем вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. Мӗншӗн вара хальхи вӑхӑтри христиансен вӑрҫӑ вӑрҫмалла мар?» Эсир ҫакӑн ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр? Ҫынсене авалхи израильтянсен лару-тӑрӑвӗ хальхи вӑхӑтри христиансен лару-тӑрӑвӗнчен хытӑ уйрӑлса тӑни ҫинчен каласа пама пулать. Айтӑр пилӗк уйрӑмлӑха пӑхса тухар.

1. ТУРРӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ПУРТЕ ПӖР ХАЛӐХ ҪЫННИСЕМ ПУЛНӐ

Ӗлӗк-авал Иегова пӗр халӑха — Израиль халӑхне — хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ пулнӑ. Вӑл вӗсене: «Ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр»,— тенӗ (Тух. 19:5). Унсӑр пуҫне, вӑл ҫав халӑха ҫӗр уйӑрса панӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова израильтянсене ытти халӑхсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма хушсан, вӗсем хӑйсемпе пӗрпек ӗненекенсемпе ҫапӑҫман тата вӗсене вӗлермен a.

Хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран... пухӑннӑ» (Ӳлӗм. 7:9). Енчен те Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вӑрҫа каяҫҫӗ пулсан, вӗсен хӑйсемпе пӗрпек ӗненекенсемпех ҫапӑҫма, вӗсене вӗлерме те тивӗ.

2. ИЗРАИЛЬТЯНСЕНЕ ВӐРҪӐ ВӐРҪМА ИЕГОВА ХУШНӐ

Ӗлӗк-авал израильтянсен хӑҫан тата мӗнле тӗллевпе вӑрҫа тухмалли пирки Иегова хӑй йышӑну тунӑ. Сӑмахран, Турӑ Ханаан халӑхӗсем пирки приговор йышӑнсан, ӑна Израиль халӑхне пурнӑҫлама хушнӑ. Ханаан ҫыннисем демонсене пуҫҫапнӑ, ҫав тери ирсӗр аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ тата хӑйсен ачисене парнене кӳнӗ. Иегова Ханаан ҫыннисем израильтянсем ҫине витӗм ан кӳччӗр тесе вӗсене пурне те Пама пулнӑ ҫӗртен пӗтерме хушнӑ (Лев. 18:24, 25). Туррӑн ӗҫлекенӗсем Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑнма пуҫласан вара Иегова вӗсене хӑйсем ҫине тапӑнакан халӑхсене хирӗҫ тухма хушнӑ (2 Патш. 5:17—25). Анчах та вӑрҫа каймалла-и, каймалла мар-и, израильтянсем хӑйсем йышӑну тума пултарайман — Иегова вӗсене ҫавӑн пек ирӗк паман. Вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе вӑрҫа тухсан вара, ҫакӑ ытларах чухне ним лайӑххи патне те илсе ҫитермен (Йыша шутл. 14:41—45; 2 Ҫулс. 35:20—24).

Хальхи вӑхӑтра Иегова ҫынсене вӑрҫа кайма ыйтмасть. Халӑхсем Туррӑн интересӗсене мар, хӑйсен интересӗсене хӳтӗлес тесе вӑрҫаҫҫӗ. Час-часах вӗсем ытларах ҫӗр ҫӗнсе илес тесе вӑрҫӑпа тухаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫакна укҫашӑн ҫуннӑран тата политикӑпа ҫыхӑннӑ хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫласшӑн пулнӑран тӑваҫҫӗ. Турӑ ячӗпе вӑрҫа тухрӑмӑр тесе калакансем те пур. Вӗсем Туррӑн тӑшманӗсене вӗлеретпӗр е хамӑрӑн ӗненӗве хӳтӗлетпӗр теҫҫӗ. Анчах та Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене хӑйех пӗтерӗ тата хӑйӗн чӑн ӗҫлекенӗсене те хӑйех хӳтӗлӗ. Ҫакӑ пуласлӑхра, Армагеддон вӑрҫинче, пулӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16). Ҫавӑн чухне Туррӑн ҫарӗ ҫынсенчен мар, пӗлӗтре пурӑнакансенчен ҫеҫ тӑрӗ (Ӳлӗм. 19:11—15).

3. ИЗРАИЛЬТЯНСЕМ ИЕГОВӐНА ӖНЕНЕКЕНСЕНЕ ЧӖРӖ ХӐВАРНӐ

Иегова Иерихон ҫывӑхӗнче израильтянсемшӗн ҫапӑҫнӑ пекех хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапӑҫать-и?

Ӗлӗк-авал Израиль ҫарӗ Иегова кама вӗлерме хушнӑ, ҫавсене ҫеҫ вӗлернӗ, Турра ӗненекенсене вара пӗтермен. Акӑ икӗ тӗслӗх. Иегова Иерихон хулине тӗп тума хушнӑ пулин те Израиль ҫыннисем Раавпа унӑн ҫемйине чӗрӗ хӑварнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ Иеговӑна ӗненнӗ (Иис. Н. 2:9—16; 6:15, 16). Каярахпа Гаваон ҫыннисем те Иеговӑна хисепленӗшӗн пӗтӗм хулипех ҫӑлӑнса юлнӑ (Иис. Н. 9:3—9, 17—19).

Хальхи вӑхӑтра вӑрҫӑ вӑрҫакансем никама та — Турра ӗненекенсене те, ӗненменнисене те — шеллемеҫҫӗ. Час-часах вӑрҫӑра мирлӗ халӑх вилет.

4. ИЗРАИЛЬТЯНСЕН ВӐРҪӐ ВӐРҪНӐ ЧУХНЕ ТУРӐ ПАНӐ ХУШУСЕНЕ ТЫТСА ТӐМАЛЛА ПУЛНӐ

Ӗлӗк-авал Туррӑн халӑхӗн вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне Иегова панӑ хушусене тытса тӑмалла пулнӑ. Сӑмахран, хула ҫӗнсе иличчен израильтянсен унти ҫынсене «килӗшӳ тума» сӗнмелле пулнӑ (Сак. аст. 20:10). Унсӑр пуҫне, Иегова Израиль салтакӗсене лагерьте ӳт-пӳ тата нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулма хушнӑ (Сак. аст. 23:9—14). Урӑх халӑхсен ҫӗнсе илнӗ хулари хӗрарӑмсене мӑшкӑл тӑвасси йӑлара пулнӑ, анчах та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла тума чарнӑ. Унтан та ытларах, израильтянин хӗрарӑма тыткӑна илсен, уйӑх иртсен кӑна ӑна качча илме пултарнӑ (Сак. аст. 21:10—13).

Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывсем нумайӑшӗ палӑртса хунӑ правилӑсем тӑрӑх вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшнӗ. Ҫакна вӗсем мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе тунӑ пулсан та, шел пулин те, час-часах ҫав правилӑсене пӑсаҫҫӗ.

5. ТУРӐ ХӐЙӖН ХАЛӐХӖШӖН ХӐЙЕХ ҪАПӐҪНӐ

Иегова Иерихона хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне Раавпа унӑн ҫемйине чӗрӗ хӑварнӑ пекех хальхи вӑхӑтри вӑрҫӑсенче Туррӑн шанчӑклӑ ҫыннисене хӗрхенсе чӗрӗ хӑвараҫҫӗ-и?

Ӗлӗк-авал Иегова хӑй израильтянсемшӗн ҫапӑҫнӑ. Вӗсем ҫӗнтерччӗр тесе вӑл час-часах тӗлӗнмелле ӗҫсем те тунӑ. Сӑмахран, Турӑ хӑйӗн халӑхне Иерихон хулине ҫӗнсе илме мӗнле пулӑшнӑ? Иегова хушнипе ҫар ҫыннисем хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та хула хӳми ишӗлсе аннӑ. Вара вӗсем ҫӑмӑллӑнах хулана ярса илнӗ (Иис. Н. 6:19). Аморей ҫыннисене вара Израиль халӑхӗ мӗнле ҫӗнтернӗ? Иегова вӗсем ҫине «тӳперен шултӑра чул [пӑр] ҫутарса пынӑ, вӗсем вилнӗ ӗнтӗ: чул ҫуса тӑнипе вилнисем Израиль ывӑлӗсем ҫапӑҫура хӗҫпе вӗлерсе пӗтернинчен ытларах пулнӑ» (Иис. Н. 10:6—11).

Хальхи вӑхӑтра Иегова пӗр-пӗр халӑхшӑн вӑрҫӑ вӑрҫмасть. Унӑн Патшалӑхӗ Иисус Христос аллинче. Ҫав Патшалӑх «ку тӗнчерен мар» (Иоанн 18:36). Этем патшалӑхӗсемпе пуринпе те Шуйттан хуҫаланать. Ҫак тӗнчери тискер вӑрҫӑсем Шуйттан мӗн тери хаяр пулнине кӑтартаҫҫӗ (Лука 4:5, 6; 1 Иоанн 5:19).

ЧӐН-ЧӐН ХРИСТИАНСЕМ МИР ПУЛТӐР ТЕСЕ ТӐРӐШАҪҪӖ

Куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн лару-тӑру авалхи Израиль халӑхӗн лару-тӑрӑвӗнчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Анчах та эпир ҫав уйрӑмлӑхсене пула кӑна мар вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр. Урӑх сӑлтавсем те пур. Сӑмахран, Турӑ хӑйӗн ҫулӗпе пыракансем юлашки кунсенче «текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» тесе каланӑ (Ис. 2:2—4). Апла вӗсем вӑрҫӑсене те хутшӑнмӗҫ паллах. Тата Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир — тӗнченӗн мар»,— тенӗ (Иоанн 15:19). Акӑ мӗншӗн вӗсем, хальхи вӑхӑтра хирӗҫӳсем сиксе тухсан, никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ.

Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене ытларах та тума хавхалантарнӑ. Вӑл вӗсене хӑйсен шухӑшӗсене сӑнама, курайманлӑха пӗтерме вӗрентнӗ, кӳренсе, тарӑхса ҫӳресрен асӑрхаттарнӑ (Матф. 5:21, 22). Унсӑр пуҫне, Иисусӑн вӗренекенӗсен мир пултӑр тесе тӑрӑшмалла тата хӑйсен тӑшманӗсене юратмалла (Матф. 5:9, 44).

Ҫакна пурнӑҫа мӗнле кӗртмелле-ши? Пирӗнтен нихӑшӗн те вӑрҫа каяс килмест пулӗ. Анчах та эпир пухури пӗр-пӗр тӑван ҫине тӑшман ҫине пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр-ши? Ҫакӑн пек туйӑмсенчен хӑтӑлас тесе айтӑр пӗтӗм вӑйран тӑрӑшар (Иак. 4:1, 11).

Халӑхсем вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне эпир никам майлӑ та тӑмастпӑр. Ун вырӑнне эпир хамӑр хушӑра мирпе юрату пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр (Иоанн 13:34, 35). Иегова яланлӑхах пур вӑрҫа та пӗтериччен нейтралитет тытса тӑрас тесе айтӑр пӗтӗм вӑя хурар (Пс. 45:10).

a Хӑш-пӗр чухне Израиль йӑхӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ, Иегова вара ҫавӑн пек вӑрҫӑсене ырламан (3 Патш. 12:24). Анчах та ырлани те пулкаланӑ. Енчен те хӑш-пӗр йӑхсем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлман пулсан е мӗнле те пулин питӗ пысӑк ҫылӑх тунӑ пулсан, Иегова ҫавӑн пек вӑрҫӑсене чарман (Тӳр. 20:3—35; 2 Ҫулс. 13:3—18; 25:14—22; 28:1—8).