Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сцена тата ун тӑрринчи плакат (пысӑклатнӑ ӳкерчӗк)

Ҫӗр ҫул каялла. 1922 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1922 ҫул

«[ТУРӐ] пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ... ҫӗнтерме хӑват парать» (1 Кор. 15:57). Ҫак сӑмахсене 1922 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ пулма суйласа илнӗ. Вӗсем Библи Тӗпчекенсене Иегова хӑйсене пиллессе шантарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна шанчӑклӑ пулнӑ. Чӑнах та, Иегова ҫав хастар ӗҫлекенсене ҫав ҫул наградӑсӑр хӑварман. Вӑл вӗсене пиллени ӑҫтан курӑннӑ? Ҫав ҫул Библи Тӗпчекенсем хӑйсемех хытӑ хуплашкаллӑ кӗнекесем пичетлеме тата ырӑ хыпара радиопа пӗлтерме пуҫланӑ. Каярахпа, 1922 ҫулта кӗркунне, Иегова хӑйӗн халӑхне пиллени каллех уҫҫӑн курӑннӑ. Библи Тӗпчекенсем Сидар-Пойнтра (АПШ, Огайо штачӗ) пысӑк пӗлтерӗшлӗ конгресс ирттернӗ. Унта мӗн пулса иртни Туррӑн халӑхӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫине халӗ те витӗм кӳрсе тӑрать.

«ҪАКӐН ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ ҪӲҪЕНТЕРСЕХ ЯРАТЧӖ»

Хыпарҫӑсен шучӗ ӳссе пынӑҫемӗн публикацисем те ытларах кирлӗ пулнӑ. Журналсене Бруклинри Вефильти тӑвансем пичетленӗ, хытӑ хуплашкаллӑ кӗнекесене вара урӑх фирмӑсем укҫалла пичетлесе панӑ. Анчах та вӗсем темиҫе уйӑх хушши ӗнтӗ хамӑра кирлӗ чухлӗ кӗнеке пичетлеймен. Ҫавна пула пире ырӑ хыпар сарма кӗнеке ҫитмен. Вара Рутерфорд тӑван Роберт Мартинран, типографишӗн яваплӑ арҫын тӑванран, вӑл кӗнекесене хамӑр пичетлесси пирки мӗн шутланине ыйтса пӗлнӗ.

Бруклинри Конкорд-стритри типографи

Мартин тӑван ҫапла аса илнӗ: «Пирӗн кӗнеке пичетлемелли ҫӗнӗ типографи уҫмаллаччӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани ҫӳҫентерсех яратчӗ». Арҫын тӑвансем Бруклинра Конкорд-стрит, 18 адреспа вырнаҫнӑ ҫурта арендӑна илнӗ те кирлӗ оборудовани туяннӑ.

Анчах та ҫак хыпар хӑш-пӗр ҫынсене савӑнтарман. Пирӗн ҫӗнӗ типографие хамӑр кӗнекесене унччен пичетленӗ компанин директорӗ пырса курнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Сирӗн питӗ чаплӑ типографи, анчах та сирӗнтен нихӑшӗ те ҫак техникӑпа ӗҫлеме пӗлмест. Вӑл ҫур ҫултанах юрӑхсӑра тухӗ».

«Вӑл питӗ ӗнентерӳллӗн каларӗ,— тесе ҫырнӑ Мартин тӑван.— Анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа яланах пирӗнпе пулнине шута илмен». Мартин тӑван тӗрӗс каланӑ. Кӗҫех пирӗн ҫӗнӗ типографи кунне 2 000 кӗнеке пичетлесе кӑларма пуҫланӑ.

Арҫын тӑвансем типографире линотип текен машинӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ

ПИН-ПИН ҪЫН ЫРӐ ХЫПАРА РАДИОПА ИЛТЕТ

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кӗнекесене хӑйсем пичетлеме пуҫланӑ кӑна мар. Вӗсем ырӑ хыпара ҫӗнӗ меслетпе, радиопа, калама тытӑннӑ. 1922 ҫулхи февралӗн 26-мӗшӗнче, вырсарникун, Рутерфорд тӑван пӗрремӗш хут радиопа сӑмах каланӑ. Унӑн докладӑн ячӗ «Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» пулнӑ. Вӑл ӑна Лос-Анджелесри радиостанцире каланӑ.

Ҫав программӑна 25 000-е яхӑн ҫын итленӗ. Хӑш-пӗрисем Рутерфорда тав туса ҫырусем ҫырса янӑ. Ҫыракансенчен пӗри Санта-Ана хулинче (Калифорни штачӗ) пурӑнакан Уиллард Ашфорд пулнӑ. Вӑл Рутерфорд тӑвана тав тунӑ тата ӑна итлеме интереслӗ пулчӗ тесе каланӑ. Унсӑр пуҫне, ҫапла та хушса ҫырнӑ: «Пирӗн килтисенчен виҫҫӗшӗ чирлеҫҫӗ, килтен те тухаймаҫҫӗ. Радио пулман пулсан эпир сирӗн доклада, эсир ӑна ҫывӑхра каланӑ пулнӑ пулсан та, илтеймен пулӑттӑмӑр».

Кайран темиҫе эрне хушшинче урӑх передачӑсем те пулнӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче «Хурал башнинче» радиопа сахалтан та 300 000 ҫын ырӑ хыпара илтнӗ тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Ҫынсем радиопередачӑсене хапӑл туса йышӑнни Библи Тӗпчекенсене питӗ хавхалантарнӑ. Вара вӗсем Бруклинри Вефильтен инҫе мар, Статен утравӗ ҫинче, хӑйсен радиостанцине туса лартма шутланӑ. Вӗсем ҫак радиостанципе, WBBR станципе, темиҫе ҫул усӑ курнӑ. Ҫавна пула тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан нумай ҫын Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтме пултарнӑ.

ADV

1922 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Сидар-Пойнтра сентябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗ таран конгресс иртӗ тесе пӗлтернӗ пулнӑ. Сидар-Пойнта килекен Библи Тӗпчекенсем питӗ савӑнӑҫлӑ пулнӑ.

Программа пуҫламӑшӗнче Рутерфорд тӑван конгреса килнисене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ҫак конгреса пиллесси пирки тата ырӑ хыпар нихҫанхинчен те ытларах сарӑласси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук». Сӑмах тухса калакан ытти тӑвансем те ырӑ хыпар сарма пӗрре анчах мар хавхалантарнӑ.

Сидар-Пойнтра конгреса пуҫтарӑннисем. 1922 ҫул

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче эрнекун 8 000-е яхӑн ҫын залра пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Рутерфорд тӑванӑн докладне итлесшӗн пулнӑ. Пурте программкӑсенче ҫырнӑ ADV сас паллисем мӗне пӗлтернине вӑл ӑнлантарса парасса кӗтнӗ. Хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ чухне нумайӑшӗ сцена тӑррине типтерлӗн чӗркесе ҫакнӑ рулона асӑрханӑ. Конгреса Талсӑран (Оклахома штачӗ) килнӗ Артур Клаус питӗ лайӑх вырӑн тупнӑ. Унтан веҫех питӗ лайӑх илтӗннӗ. Ҫавӑн пек вырӑн тупма ҫӑмӑлах пулман, мӗншӗн тесен конгресра сасӑ вӑйлатакан аппаратурӑпа усӑ курман.

«Пирӗн кашни сӑмаха илтсе юлас килетчӗ»

Пурте тимлӗ итлеме пултарччӑр тесе председатель доклад вӑхӑтӗнче зала никама та кӗртмӗҫ тесе каланӑ. 9 сехет те 30 минутра Рутерфорд тӑван хӑйӗн докладне калама пуҫланӑ. Чи малтан вӑл Матфей 4:17-мӗшӗнчи Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ». Ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗнле илтесси пирки вара вӑл ҫапла каланӑ: «Хӑй патшара ларнӑ чухне вырма ӗҫне ертсе пырса хӑй патне тӗрӗс те шанчӑклӑ ҫынсене пуҫтарӗ тесе Иисус хӑй каланӑ».

Тӗп залра ларнӑ Клаус тӑван ҫапла аса илнӗ: «Пирӗн кашни сӑмаха илтсе юлас килетчӗ». Анчах та хӑйне япӑх туйнӑран унӑн залран тухма тивнӗ. Вӑл зала каялла кӗреес ҫуккине ӑнланнӑран алӑк патнелле кӑмӑлсӑррӑн уттарнӑ.

Темиҫе минутран вӑл хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Каялла таврӑнсан Артур залра хыттӑн ал ҫупнине илтнӗ. Вӑл унта мӗн пулса иртнине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ. Доклада итлесе пӗтерес тесе стена тӑрӑх хӑпарма тивӗ пулсан та, хӑпарӑп тесе шутланӑ Артур. Клаус тӑван ун чухне 23-ре кӑна пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫурт тӑррине хӑпарма вӑл май тупнӑ. Унта вӑл темиҫе кантӑк уҫӑ пулнине курнӑ. Унтан залра мӗн калани питӗ лайӑх илтӗннӗ.

Артур пӳрт тӑрринче пӗччен пулман иккен. Унта унӑн темиҫе тусӗ пулнӑ.

Вӗсенчен пӗри, Фрэнк Джонсон, ун патне чупса пырса ҫапла ыйтнӑ:

— Санӑн хуҫлатмалли ҫӗҫӗ пур-и?

— Пур,— тенӗ Артур.

— Эпир Иеговӑна камӑн ҫӗҫӗ пур, ҫав тӑвана хамӑр пата яма ыйтрӑмӑр,— тенӗ Фрэнк.— Ҫав пысӑк чӗркеме куратӑн-и? Ку вӑл плакат. Судья a мӗн каланине тимлӗ итле. Вӑл «пӗлтерӗр, пӗлтерӗр» тесен ҫак тӑватӑ вӗрене касса тат.

Артур тусӗсемпе алла ҫӗҫӗ тытса хатӗр тӑнӑ. Акӑ докладӑн чи хумхануллӑ пайӗ ҫитнӗ. Рутерфорд питӗ хавхалануллӑн калаҫнӑ. Унӑн сасси янӑраса тӑнӑ: «Ҫӳлхуҫан шанчӑклӑ та чӑн свидетелӗсем пулӑр. Вавилонтан чул ҫинче чул та юлмиччен кӗрешме ан чарӑнӑр. Хыпара пур ҫӗрте те пӗлтерӗр. Иегова — Турӑ пулнине тата Иисус Христос — патшасен Патши тата хуҫасен Хуҫи пулнине тӗнчен пӗлмелле. Ҫак кун — пур кунран та аслӑраххи. Акӑ, Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр!»

Артур тусӗсемпе пӗрле вӗренсене кассан плакат тикӗссӗн саланса кайнӑ. Плакат ҫинче: «Патша тата Патшалӑх ҫинчен пӗлтерӗр»,— тесе ҫырнӑ пулнӑ. Вара конгресра пулнисем ADV сас паллисем мӗне пӗлтернине ӑнланса илнӗ. (ADV — «пӗлтерӗр» тесе куҫарнӑ «advertise» акӑлчан сӑмахӑн малтанхи виҫӗ сас палли.)

ПӖЛТЕРӖШЛӖ ӖҪ

Сидар-Пойнтри конгресс тӑвансене Турӑ Патшалахӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарас ӗҫе малти вырӑна хума хавхалантарнӑ. Камӑн ҫав ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пулнӑ, ҫавсем хаваспах ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Оклахомӑри кӗнеке салатакансенчен пӗри (халӗ вӗсене пионерсем тетпӗр) ҫапла ҫырнӑ: «Эпир ырӑ хыпар саракан районта нумай шахтер пурӑнать. Кунти ҫынсем питӗ чухӑн. „Ылтӑн ӗмӗр“ журналти хыпара илтсен нумайӑшӗ макӑрма пуҫлать. Ҫавӑн пек ҫынсене лӑплантарма пултарнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр».

Ҫак Библи Тӗпчекенсем Лука 10:2-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсем мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнӑ. Вӑл: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал»,— тенӗ. 1922 ҫул вӗҫнелле Туррӑн ӗҫлекенӗсен ырӑ хыпара пур ҫӗрте те сарас кӑмӑл нихӑҫанхинчен те вӑйлӑ пулнӑ.

a Рутерфорд тӑвана хӑш-пӗр чухне «судья» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтран вӑхӑта Миссури штатӗнче судья пулса ӗҫленӗ.