Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ УРОК

Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

Библие вулани нумай усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсир пӗр-пӗр пысӑк ӗҫе тума пуҫласшӑн, анчах та сире ӑна тума шутсӑр йывӑр пек туйӑнать. Ҫав ӗҫе пайӑн-пайӑн туса пырсан, ӑна тӑвасси ҫав тери йывӑр пек туйӑнмӗ. Библи вулассипе те ҫавнашкалах. Тен, эсир: «Ҫакна тума манӑн мӗнрен пуҫламалла-ши?» — тесе шутлатӑр. Ҫак урокра эпир Библие вуланинчен тата тӗпченинчен сире савӑнӑҫ илме пулӑшакан хӑш-пӗр меслетсене пӑхса тухӑпӑр.

1. Мӗншӗн Библие яланах вуламалла?

Библие, е Иеговӑн законне, яланах вулакан ҫын телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулӗ. (Псалом 1:1—3 вулӑр.) Чи малтан Библие кашни кун темиҫе минут хушши вулама тӑрӑшӑр. Мӗн чухлӗ нумайрах эсир Библие пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах сире ӑна вулама килӗшсе пырӗ.

2. Библие вулани усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

Библие вулани усӑ патӑр тесен чарӑнса тӑмалла та мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла (Псалом 118:97). Вуланӑ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Ҫакӑ мана Иегова Турӑ ҫинчен мӗн калать? Мӗн вуласа пӗлнине эпӗ хамӑн пурнӑҫра мӗнле тытса тӑма пултаратӑп? Ыттисене пулӑшас тесе эпӗ ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑп?»

3. Библи вулама вӑхӑт мӗнле тупма пулать?

Сире Библи вулама вӑхӑт тупма йывӑр-и? Нумайӑшӗн ҫавӑн пек йывӑрлӑх пур. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшӑр (Эфес 5:16). Библи вулама кашни кун вӑхӑт палӑртса хурӑр. Хӑш-пӗрисем Библие ирхине вулаҫҫӗ. Теприсене кӑнтӑрла, сӑмахран, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, вулама майлӑрах. Тата теприсем Библие каҫхине, ҫывӑрас умӗн вулаҫҫӗ. Сирӗншӗн хӑш вӑхӑт майлӑрах?

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Библи вулама интереслӗрех пултӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗр. Библи вӗренни тата ытларах усӑ патӑр тесен Библи вӗренме мӗнле хатӗрленмеллине пӑхса тухӑр.

Унччен нихҫан та ҫимен апат килӗшме пуҫлатӑр тесен малтан ӑна тутанса пӑхмалла. Библи вуласси пирки те ҫавнах калама пулать

4. Библи вулани савӑнӑҫ патӑр тесе мӗн тума пулать?

Библи вулама пуҫлама ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑ вӑл ҫисе курман апата ҫиме хӑнӑхнипе пӗрех. Чи малтан вӑл тутлӑ мар пек туйӑнма пултарать, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав апата юратма пуҫлатӑн. 1 Петр 2:2 вулӑр та ҫак ыйту ҫине хуравлӑр:

  • Сирӗн шутпа, эсир Библие кашни кун вулатӑр пулсан, сире ӑна вулама килӗшсе пырӗ-и тата сирӗн ӑна тата ытларах вулас кӑмӑл ҫуралӗ-и?

ВИДЕО пӑхӑр та мӗне пула видеора кӑтартнӑ ҫынсем Библи вуланинчен савӑнӑҫ илме пуҫланине пӗлӗр. Унтан ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:

  • Видеора кӑтартнӑ ҫамрӑксене Турӑ Сӑмахне вулама мӗн чӑрмантарнӑ?

  • Вӗсене Библие яланах вулама мӗн пулӑшнӑ?

  • Вӗсем хӑйсене Библие вулама ытларах килӗштӗр тесе мӗн тунӑ?

Мӗнрен пуҫламалла?

  • Хальхи чӗлхе ҫине куҫарнӑ тӗрӗс куҫарӑва суйласа илӗр. Сирӗн чӗлхепе е эсир лайӑх пӗлекен чӗлхепе «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухнӑ пулсан, унпа усӑ курӑр.

  • Библин хӑш пайӗ хӑвӑра интереслӗ пек туйӑнать, ҫавӑнтан вулама пуҫлӑр. Мӗнле вуламалли пирки калакан тӗрлӗ шухӑшсене «Библи вулама пуҫлӑр» таблицӑра тупма пулать.

  • Мӗн вуласа тухнине палӑртса пырӑр. Ҫак кӗнекери «Библи вуланине палӑртмалли списокпа» усӑ курӑр.

  • JW Library®приложенипе усӑ курӑр. Ҫак приложение хӑвӑр смартфон е ытти электронлӑ хатӗрсем ҫине уҫласа илсен, эсир Библие кирек хӑш вырӑнта та вулама тата итлеме пултаратӑр.

  • «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнчи» Хыҫсӑмахпа усӑ курӑр. Унта карттӑсем, таблицӑсем тата словарьсем пур, ҫаксене пула сире Библие вулама тата интереслӗрех пулӗ.

5. Библи вӗренме хатӗрленӗр

Псалом 118:34 вулӑр та ҫак ыйту ҫине хуравлӑр:

  • Мӗншӗн Библи вулама тытӑнас е Библи вӗренӗвне пуҫлас умӗн кӗлтумалла?

Кашни Библи вӗренӗвӗ ытларах усӑ патӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫак кӗнекери уроксене хатӗрленнӗ чухне ҫакӑн пек меслетпе усӑ курса пӑхӑр:

  1. А. Кашни урокри пӗрремӗш страницӑна хӑвӑр тӗллӗн вуласа тухӑр.

  2. Ӑ. Библирен илсе панӑ кашни сӑвӑ йӗркине уҫса вулӑр. Вӗсем урокӑн темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр.

  3. Б. Ыйту ҫине хуравлама пулӑшакан тӗп сӑмахсене е сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене палӑртса хурӑр. Ҫапла эсир ҫак урока хӑвӑра вӗрентекенпе пӗрле сӳтсе явма лайӑхрах хатӗрленме пултаратӑр.

Эсир пӗлетӗр-и?

Иегова Свидетелӗсем Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Уйрӑмах пире «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» килӗшет, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс те ӑнланмалла куҫарнӑ тата унта Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ. «Иегова Свидетелӗсен чӑнах та хӑйсен Библийӗ пур-и?» интернет-статьяна пӑхӑр.

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библи вӗренме шутсӑр йывӑр. Ҫакна тума манӑн ни вӑхӑт та, ни вӑй та ҫук».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Библие эсир хӑҫан вуласшӑн, ҫав вӑхӑта палӑртса хурӑр. Мӗн вуланине ӑнланас тесе кӗлтӑвӑр. Кашни Библи вӗренӗвне хатӗрленӗр.

Вӗреннине аса илни

  • Библие вулани сире усӑ патӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

  • Библие вулама тата тӗпчеме сире хӑҫан килӗшет?

  • Мӗншӗн кашни Библи вӗренӗвне хатӗрленмелле?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библие вулама интереслӗрех тума пулӑшакан хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухӑр.

«Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?» («Хурал башни», 2017 ҫулхи 1 №)

Библие тахҫантанпах вулакан ҫынсем паракан канашсемпе усӑ курӑр.

«Хамӑр тӗллӗн тӗплӗн тӗпчени» (2:06)