Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ УРОК

Эсир Иеговӑн тусӗ пулма пултаратӑр

Эсир Иеговӑн тусӗ пулма пултаратӑр

Иегова сире хӑйӗн ҫинчен лайӑх пӗлччӗр тет. Мӗншӗн? Вӑл хӑйӗн лайӑх енӗсем ҫинчен, хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен тата хӑй сирӗн валли мӗн шутласа хуни ҫинчен эсир мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах сирӗн хӑйӗнпе туслашас кӑмӑл пулӗ тесе шанать. Эсир чӑннипе Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑр-и? (Иаков 2:23 вулӑр.) Унӑн тусӗ пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Библи ҫак ыйтусем ҫине хурав парать тата Иеговӑпа туслӑ пулни мӗншӗн чи хаклӑ туслӑх пулнине ӑнлантарса парать.

1. Иегова сире мӗн тума сӗнет?

«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иегова сире хӑйӗн тусӗ пулма сӗнет. Эпир Турра курма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисене унпа туслӑ пулма пулать тенине ӗненме йывӑр. Анчах та Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, хӑйӗн ҫинчен мӗн пӗлме кирлине веҫех уҫса парать. Эпир Иеговӑна нихӑҫан та курман, ҫав-ҫавах Турӑ пире Библире мӗн каланине вуланӑ чухне пирӗнпе ун хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать.

2. Мӗншӗн Иегова пирки чи лайӑх тус теме пулать?

Иегова юратнӑ пек сире никам та юратмасть. Вӑл сире телейлӗ тӑвасшӑн тата сире пулӑшу кирлӗ чухне кирек хӑҫан та хӑйне кӗлтума хавхалантарать. Библире ҫапла каланӑ: «Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа та хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр» (1 Петр 5:7, ҪХ). Иегова хӑйӗн тусӗсене пулӑшма, йӑпатма-лӑплантарма тата итлеме яланах хатӗр. (Псалом 93:18, 19 вулӑр.)

3. Иеговӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Иегова пур ҫынна та юратать, анчах «Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать» (Ытарӑшсем 3:32). Иегова хӑйӗн тусӗсем хӑй мӗне тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тӑвасса тата хӑй мӗне тӗрӗс мар тесе шутлать, ҫавӑнтан пӑрӑнасса кӗтет. Хӑш-пӗрисем Иегова мӗн тума ыйтнине пурне те тума пултараймастпӑр тата пур япӑх ӗҫрен те пӑрӑнма пултараймастпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Вӑл хӑйне чӑннипех юратакансене тата хӑйне мӗн килӗшнине тума тӑрӑшакансене пурне те кӑмӑллать (Псалом 146:11; Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иеговӑн тусӗ пулас тесе мӗн тума пултарнине нумайрах пӗлӗр тата мӗншӗн Иегова чи лайӑх тус пулнине пӑхса тухӑр.

4. Авраам Иеговӑн тусӗ пулнӑ

Библире Авраам (ӑна ҫавӑн пекех Аврам текен ятпа та пӗлеҫҫӗ) ҫинчен каласа пани пире Туррӑн тусӗ пуласси мӗн иккенне ӑнланма пулӑшать. Авраам ҫинчен Пултарни 12:1—4 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иегова Авраама мӗн тума ыйтнӑ?

  • Иегова ӑна мӗн тума сӑмах панӑ?

  • Авраам мӗн тунӑ?

5. Иегова хӑйӗн тусӗсене мӗн тума ыйтать?

Ялан тенӗ пекех, эпир хамӑр туссенчен мӗн те пулин тӑвасса кӗтетпӗр.

  • Сире туссем хӑвӑрпа мӗнле тытни килӗшет-и?

1 Иоанн 5:3 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова хӑйӗн тусӗсенчен мӗн кӗтет?

Иеговӑна итлесе пурӑнас тесе, тен, пирӗн хамӑра урӑхла тытма е хамӑр характера улӑштарма тивӗ. Исаия 48:17, 18 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иегова хӑйӗн тусӗсене улшӑнусем тума ыйтать?

Лайӑх тус пире мӗн хӳтӗлеме тата мӗн усӑ пама пултарни ҫинчен аса илтерӗ. Иегова хӑйӗн тусӗсем валли шӑп ҫавна тӑвать те

6. Иегова хӑйӗн тусӗсене пулӑшас тесе мӗн тӑвать?

Иегова хӑйӗн тусӗсене йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пулӑшать. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак видеора кӑтартнӑ хӗрарӑма йывӑр шухӑшсемпе тата йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме Иегова мӗнле пулӑшнӑ?

Исаия 41:10, 13 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иегова хӑйӗн тусӗсемшӗн пуриншӗн те мӗн тума сӑмах парать?

  • Сирӗн шутпа, Иегова лайӑх тус пулма пултарать-и? Мӗншӗн?

Кирлӗ чухне ҫывӑх туссем сире пулӑшу парӗҫ. Иегова та сире пулӑшӗ

7. Иеговӑн тусӗ пулас тесен пирӗн унпа калаҫмалла тата ӑна итлемелле

Туссем пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыраҫҫӗ. Псалом 85:6, 11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эпир Иеговӑпа мӗнле калаҫма пултаратпӑр?

  • Иегова пирӗнпе мӗнле калаҫать?

Кӗлӗ тунӑ чухне эпир Иеговӑпа калаҫатпӑр; эпир Библи вуланӑ чухне вӑл пирӗнпе калаҫать

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Туррӑн тусӗ пулма май ҫук».

  • Эпир Туррӑн тусӗсем пулма пултарнине ӑнлантарса парас тесе эсир Библирен хӑш сӑвӑ йӗркине кӑтартнӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова сирӗн тусу пуласшӑн тата вӑл сире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Иегова хӑйӗн тусӗсене мӗнле пулӑшать?

  • Мӗншӗн Иегова хӑйӗн тусӗсене улшӑнусем тума ыйтать?

  • Сирӗн шутпа, Иеговӑн тусӗ пулма шутсӑр йывӑр-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

«Как стать другом Бога?» («Ответы на твои вопросы. Том 2», 35-мӗш сыпӑк)

Иеговӑпа туслӑ пулни пӗр хӗрарӑмӑн пурнӑҫне мӗнле лайӑхлатни ҫинчен вулӑр.

«Манӑн вилес килместчӗ!» («Хурал башни», 2017 ҫулхи 1 №)

Ҫамрӑксем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен мӗн каланине итлӗр.

«Что значит быть другом Иеговы?» (1:46)